Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уйăхлăх иртет

Районта сентябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 20-мĕшĕччен “Ача-пăча хăрушсăрлăхĕ” ятпа уйăхлăх иртет. Çавна май шкулсенче, садиксенче тата ытти вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме пăхнă.

Уйăхлăхра ачасем çуллахи кану хыççăн çул çинче, транспортра хăйсене мĕнле тытмалли тата пушар хăрушсăрлăхĕсем çинчен аса илеççĕ. Ÿссе çитĕнекен ăрупа аслисем калаçусем ирттереççĕ, вăйăсем выляттараççĕ, сăвăсем вулаттараççĕ. 4-11-мĕш классенчи ачасем уроксенче диктантсем, сочиненисем, изложенисем çыраççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче эвакуаци тренировкисем иртеççĕ.

ВДПО ĕçченĕсем районти чылай вĕренÿ учрежденине çитеççĕ. Патăрьелĕнчи ача сачĕсенче пушар хăрушсăрлăх темипе вăйăсем выляттарчĕç, викторинăсем ирттерчĕç. Мультфильмсем курни вара ачасен кăмăлне кайрĕ. Вĕсем унта тĕл пулакан геройсемшĕн кулянчĕç, пулăшма тăрăшнине палăртрĕç. Шăрпăк хăрушă тетте пулнине пĕлтерсе унпа вылямастпăр тесе сăмах пачĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 сентября 2010
00:00
Поделиться