Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывă пурнăç йĕрки–чун канăçĕ

Патăрьелĕнче Пĕтĕм Раççейри “Нацисен кросĕ-2010” чупу иртнĕ. Ăмăртăва сумлă лару-тăрура уçнă çĕре район пуçлăхĕ Н. Глухов, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Ялуков хутшăннă, спортсменсене ăнăçу суннă.

Çак кун 20 ытла предприятипе организацинчи çăмăл атлетикăна кăмăллакансем хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Паллах, ăмăрту çĕнтерÿçĕсĕр пулмасть. Хальхинче VIP–чупура А. Лазаревпа (Патăрьелĕнчи БТИ) Н. Исаева (Патăрьелĕнчи тĕп библиотека) палăрнă. Шкул ачисем хушшинче А. Ляллин, Ю. Ялуков, С. Степанов, Д. Валеева, А.Журавлева, Н. Хураськина маттуртарах пулнă. Яшсемпе хĕрсенчен А. Исаевпа (Тăрăн ял поселенийĕ) А. Каленовăна (“Паттăр” ФСК) çитекенни пулман. Мала тухнисем дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 сентября 2010
00:00
Поделиться