Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Килĕштерни чул хÿмерен çирĕпрех

Культура тата вĕрентÿ учрежденийĕсем тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăну тытса ĕçленин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе иртрĕ республика семинарĕ пирĕн районта. Ăна Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ В. Фошин уçрĕ тата ертсе пычĕ. Район пуçлăхĕ Н. Глухов тĕн пĕрлешĕвĕсемпе туса пыракан тĕллевлĕ тата тĕрлĕ енлĕ ĕçпе паллаштарчĕ.

Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан ĕçе çынна кăтартмалăх пур пирĕн чăнах та. Тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнать. Уявсенче вара чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, ирçе пĕрле савăнать. Е пĕр ялтах кирек хăш чĕлхепе калаçакан та кÿршĕллĕ пурăнать, ĕçлет.Туçа ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин, Шăнкăртамри “Гулистан” медресен вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ Н. Земдиханова кун йĕркипе çыхăннă ыйтупа вырăнсенчи ĕçпе паллаштарчĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Е. Перепелкина “Основы религиозных культур и светской этики” курса вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçе кĕртни çинче чарăнса тăчĕ. Ял поселенийĕсем хушшинчи тĕп библиотекăри методика пайĕн заведующийĕ И.Гаврилова культура учрежденийĕсенче календарьпе çыхăннă мероприятисене ирттерсе пынипе паллаштарчĕ.

Семинар ĕçне православи чиркĕвĕсен, мăсăльман прихучĕсен настоятелĕсем, Шупашкар – Чăваш Ен епархийĕн Кăнтăр округĕн Благочиннăйĕ Сергий иерей хутшăнни те кăмăллă пулчĕ.

Çавăн пекех пуçтарăннисем Патăрьелĕнче тăвакан Турă Амăшĕн Державная чиркĕвне, Шăнкăртамри тĕп Собор мечĕтне, “Гулистан” медресене, Тăрăнти Николай святитель чиркĕвне çитсе курчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 сентября 2010
00:00
Поделиться