Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ытларах хĕрарăмсем вăрăм ĕмĕрлĕ

Статистика кăтартăвĕсемпе çĕр-шывра та, районта та ытларах хĕрарăмсем вăрăм ĕмĕрлĕ пулни паллă. Алманчăра та нумай çул пурăнакансем кил ăшшине, тирпей-илеме тытса пыракан ача амăшĕсемех. Хальхи вăхăтра ялта арçынсенчен çулĕпе чи асли Ю. Куцыпин. Юрий Петрович çу уйăхĕнче 85 çул тултарнă. А. Петров унтан икĕ çул кĕçĕнрех çеç. Иккĕшĕ те пурнăç тути-масине тутанса самай чăтса ирттернĕ.

Хĕрарăмсенчен вара Александра Андреевна Мышова чи асли. Кинемей 91 çулта. Ялта ун пек вăрăм ĕмĕрли татах та пур. Иртнĕ вырсарникун çеç Ольга Гавриловна Киргизова салтак арăмĕ 90 çул тултарнă. Хĕрĕх çула яхăн ĕнтĕ паянхи ватă мăшăрсăр пурăнать. Вăрçă суранĕсем унăн упăшкине çапла ир пурнăçран уйăрнă. Паян вăл ура çине тăратнă пилĕк ачипе, мăнукĕсемпе савăнать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 сентября 2010
00:00
Поделиться