Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕл – вăрăм, хырăмĕ – аслă

Ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕркунне пĕр ĕç хыççăн тепри тупăнсах тăрать, апла пулин те фермăсене хĕле хатĕрлессипе те тимлемелле. Районти хуçалăхсенче сивĕ кунсене кĕтсе илме витесенче мĕн-мĕн тунине район администрацийĕн АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай специалист эксперчĕ Г. Салмина тата Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин Патăрьелĕнчи зонăри ветлаборатори директорĕ Л. Ефимова пăхса тухнă.

Кăçал фермăсене хĕле хатĕрлессипе, ытти çулсемпе танлаштарсан, лайăхрах тимлĕх уйăрнине палăртрĕç комисси членĕсем. Пур хуçалăхра та тенĕ пекех витесене шуратнă, дезинфекциленĕ. “Красное знамя” кооперативра ĕне витинчи урайне йăлтах çĕнетнĕ. Хăмасем хăвăрт çĕрнине шута хурса кирпĕчрен тунă. “Малалла” эртельте маччине те, урайне те улăштарнă.

“Заря” хуçалăхра выльăх шутне ÿстерме тĕллев лартнă. Унччен пăрусем тăнă витене халь ĕнесене валли тăваççĕ. Пысăкланнă йыша малашне çакăнта усрĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, Ленин ячĕллĕ, “Красное знамя”, “Труд”, “Батыревский”, “Исток” хуçалăхсенче фермăсене хĕле валли кирлĕ шайра хатĕрленĕ. “Колос”, “Мир” хуçалăхсенче, “Хастар” ял хуçалăх предприятийĕн ĕне ферминче кăçал сивĕ кунсем çитмессе шанаççĕ пулмалла.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшакансемшĕн выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел, йыша чакармасăр хĕл каçарасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать, мĕншĕн тесен çу шăрăх та типĕ килнĕрен шăтса тухнă курăксем те вăй илсе кирлĕ чухлĕ çитĕнеймерĕç, тыр-пул хăмăлĕсем те кĕске пулчĕç. Çителĕклĕ выльăх апачĕ хатĕрлеймесен витесем пушанма тытăнасси куçкĕрет. Ку йывăрлăхран тухас тĕллевпе ытти регионсенчен утă-улăм аванах турттарса килчĕç. Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсемпе уйрăм хуçалăхсен выльăхĕсем выçă тăмĕç. Халь йыша çак шайрах тăратса хăварассишĕн тимлемелле. Кун пирки “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин ертÿçи, Раççей премьер-министрĕ Владимир Путин сентябрĕн 14-мĕшĕнче Чулхулара иртнĕ “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин регионсенчи уйрăмĕсен Регионсен хушшинчи “Атăл тăрăхĕн 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ. 2010-2012 çулсем валли программа” конференцинче те палăртнă. Вăл: “... хресченсене шăрăх та типĕ çанталăкăн япăх витĕмне чăтса ирттермешкĕн пулăшмалла. Вĕсем йĕркеллĕ ĕçлеме пултарччăр, выльăх-чĕрлĕх шутне ан чакарччăр”... – тенĕ.

Патшалăх алă тăсса памасан ял хуçалăхне йывăра лекет. Çакна шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсемпе ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене (уйрăм хуçалăхсем кĕмеççĕ) пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2010 çулхи августăн 8-мĕшĕнче йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, выльăх апачĕ валли тăкакланă укçана республика бюджетĕнчен компенсацилеме палăртнă. Патшалăх çак направленипе пĕтĕмĕшле 250 миллион тенкĕ уйăрнă. Субсидие выльăх-чĕрлĕх шутне чакарманнисем кăна илме пултараççĕ. Çавăн пекех йыш 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне те 2010 çул пуçланнă вăхăтри чухлех пулмалла. Халь районти пур категориллĕ хуçалăхсенче (ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер тата уйрăм хуçалăхсем) ĕне-выльăх – 16887 пуç, пĕлтĕрхинчен 2 процент нумайрах, сыснасем – 13700, сăвăнакан ĕнесем 7861 пуç шутланаççĕ. Вĕсем ăшă та хăтлă витесенче хĕл каçасси, кирлĕ чухлĕ апат çиесси, йыш ÿсесси е чакасси йăлтах çынран килет. Пирĕн вара выльăх-чĕрлĕхе кирлĕ пек условисенче усрама, вăхăтлă тăрантарма, çамрăк выльăхсем ытларах хушăнччăр тесе тăрăшмалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 сентября 2010
00:00
Поделиться