Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

2010 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнче райадминистраци залĕнче районти депутатсен Пухăвĕн 35-мĕш ларăвĕ (IV созыври депутатсен юлашки ларăвĕ) иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту район бюджетне çирĕплетесси пулнă. Район бюджечĕ 175 миллион тенкĕ ытла ÿснĕ. Укçа-тенкĕн ытларах пайне районти обществăлла инфратытăма аталантарнă çĕре яма пăхнă. Вăл шутра Сăкăтра тăвакан çĕнĕ шкул çурчĕ пысăк вырăнта. Кунти юлашки ĕçсене вĕçлеме 66 миллион тенкĕ уйăрнă.

Депутатсем районти тĕллевлĕ программăсене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем кăларнă.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Ермолаев хутшăннă, депутатсене пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав тунă, “Южный” сысна самăртакан комплексра пыракан ĕçсем пирки хыпарланă. Çывăх вăхăтра вăл мĕн пур вăй-хăватпа ĕçлесе каймалла.

Депутатсене ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ В. Мидуков та пысăк ĕçшĕн тав тунă.

Ларура район пуçлăхĕ Н. Глухов депутатсен ĕçĕ вĕçленнине пĕлтерсе сăмах каланă, пĕрлехи тухăçлă ĕçшĕн тав тунă. Депутатсене Тав çырăвĕ панă, вырăнти самоуправлени органĕн суйлавне ăнăçлă ирттерсе яма ырă суннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 сентября 2010
00:00
Поделиться