Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ВЫЛЬĂХСЕМ ВЫçĂ ТĂМĕç

Çанталăк шăрăх тăни, нÿр çителĕксĕр пулни ял хуçалăхне пысăк сиен кÿчĕ. Пур ял хуçалăх культурин те тухăçĕ палăртнинчен чылай пĕчĕк. Выльăх-чĕрлĕх апачĕ те çавна май, ытти çулсемпе танлаштарсан, сахал. Район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков хĕле валли выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлес тĕллевпе Киров облаçĕнчи Куменск районĕнче пулнă. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем валли унтан 2500 тонна улăм турттарса килме килĕшÿ тунă. Типĕ апата илсе килме тытăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2010
00:00
Поделиться