Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шыв пурне те кирлĕ

Шăрăх çанталăка пула пусăсем типеççĕ. Çакă вара халăха таса шывпа тивĕçтерес ĕçре йывăрлăхсем кăларса тăратать. Район тата Патăрьел ял поселенийĕн администрацийĕсем ку енĕпе юлашки виçĕ çулта сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Ял поселенийĕн бюджетĕнчен кăçал çеç халăха таса шывпа тивĕçтерес тĕллеве пурнăçа кĕртме виçĕ миллион тенке яхăн укçа уйăрнă. Районта Республика кунне уявланă май пĕр объект хута янă. Ултă артезиан çăлне пураланă. Вĕсенчи шыв станцие пухăнать. Унта тасалса санитари требованийĕсене тивĕçлĕ пулать. Резервуарсемпе башньăсене тулса пăрăхсем тăрăх каять. Унпа колонкăсенче, нумай хваттерлĕ çуртсенче, административлă зданисенче усă кураççĕ.

Паянхи кун тулли мар яваплă “Батыревский водоканал” пĕрлешÿ, коммуналлă тивĕçтерĕве пурнăçлаканскер, граждансене таса шывпа тивĕçтерессипе килĕшÿсем тăвать. Çемье хуçине талон парать. Шывпа усă курасси тÿлевлĕ. Уншăн уйăхăн кашни 10-мĕш числиччен татăлса пыма тăрăшмалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2010
00:00
Поделиться