Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Маунтинбайк: Раççей чемпионачĕ

Нăрваш Шăхалĕнче икĕ хут тĕнче чемпионки, Пекинри Олимпиадăн бронза призерĕ, тава тивĕçлĕ Раççей спорт мастерĕ Ирина Калентьева парнисемшĕн маунтинбайк енĕпе Раççей Кубокĕн IX тапхăрĕн ăмăртăвĕ иртрĕ.

Маунтинбайк – сăрт-ту велосипед спорчĕ. Вăл çамрăк-ха. Олимпиада программине те 1996 çулта çеç кĕртнĕ.

Спорт мероприятине чаплăн уçнă çĕре район пуçлăхĕ Н. Глухов, Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев, ытти хăнасем хутшăнчĕç, саламласа çитĕнÿсем сунчĕç.

Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăр çĕнтерÿшĕн Раççейри 12 регионтан 130 ытла велосипедист вăй виçрĕç.

Вĕсем хушшинче 20 ытла Раççей спорт мастерĕ, 35-шĕ спорт мастерĕн кандидачĕсем пулни ăмăрту шайне татах та ÿстерчĕ.

Хăйсен ушкăнĕсенче Мускаври И. Селедков, Ленинград облаçĕнчи Е. Гоголева, Санкт-Петербургри М. Куян, Ленинград облаçĕнчи Е. Некрасова, Орелти А. Воякин, Нăрваш Шăхалĕнчи И. Калентьева ячĕллĕ спорт шкулĕнче ăсталăхне туптанă О. Терентьева, Вăрмар районĕнчи Д. Яковлев, Нăрваш Шăхалĕнчи С. Михайлова мала тухрĕç, парнесене тивĕçрĕç.

Тренерсем те, спортсменсем те велотрасса пахалăхлă пулнине палăртрĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2010
00:00
Поделиться