Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Клинопиçрен – аслă шкулсем патне Пирĕн таврари малтанхи училищĕсем

1835 çулхи кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче I Николай патша кăларнă указ тăрăх тĕрлĕ кĕпĕрнесенчи, çав шутра Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи те, ирĕклĕ патшалăх хресченĕсене удел аллине куçараççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинче çеç 300 пин ытла, çав шутра Пăва уесĕнче кăна 40 пин ирĕклĕ хресчене удела куçараççĕ. Удел аллинчи хресченсем хăйсен пурнăç ыйтăвĕсене унчченхи пек хăйсем татса парайман, пĕтĕмпех удел чиновникĕсен аллинче пулнă. Удела куçас мар тесе Пăва уесĕнчи чылай ял, çав шутра хальхи Патăрьел район территорийĕнчи Сăкăтри, Патăрьелĕнчи, Шăнкăртамри, Нăрваш Шăхалĕнчи, Ыхра Çырминчи хресченсем питĕ хирĕç тăраççĕ, Сăкăтра таврари хресченсем пухăнса пăлхав та çĕклеççĕ. Çак пăлхава путарма патшан юстици министрĕ Лобанов-Ростовский князь та килет. Сăкăтри пăлхава çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче хаяррăн путарса хресченсене удела куçараççĕ. Ун хыççăн ытти ялсенчи хресченсем те удела куçма килĕшеççĕ. Лобанов-Ростовский князь вара ытти ялсене кĕмесĕрех Сăкăтран хăйпе пĕрле килнĕ çар, жандарм çыннисемпе тата ытти чиновниксемпе пĕрле Кăрмăш уесне тухса кять. Хальхи Патăрьел район территорийĕнче вара унчченхи вулăссем вырăнне Çĕньялпа Патăрьел удел тата Сăкăт лашман приказĕсем йĕркелеççĕ.

Кунта малтанах каласа хăварар: удела куçнă хресченсен ирĕклĕхĕсем чылаях чакнă пулсан та удел ведомстви пирĕн таврари ялсенчи хресченсен пурнăç шайне çĕклес, халăх тĕттĕмлĕхне пĕтерес тесе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Çав шутра пуçласа училищĕсем уçасси – удел кантурĕн ырă ĕçĕ пулнă.

Пирĕн район территоринчи малтанхи училищĕсем 1839-1840 çулсенче уçăлнă. Вĕсем хăш çул, хăш уйăхăн миçемĕш кунĕнче уçăлнине кăтартакан документа Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче тупма май килчĕ.

Çапла пирĕн таврари малтанхи училищĕсене удел департаменчĕ ирĕк панипе Чĕмпĕрти удел кантурĕ уçнă, çавна пула çак училищĕсене малтанласа удел училищисем е удел кантурĕ приказсем çине пайланнипе, удел приказĕсен училищисем тенĕ. Çапла вара вĕсем çак ялсенче çак вăхăтра уçăлнă:

1. Тăрăнта 1839 çулхи çурла уйă-хĕн 12-мĕшĕнче.

2. Турханта 1839 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче.

3. Сăкăтра 1840 çулхи çурла уйă-хĕн 30-мĕшнче.

4. Туçара 1840 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче.

5. Кивĕ Эйпеçре 1840 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче.

6. Çĕнĕ Эйпеçе 1840 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче.

Ку документсенче училищĕсенче мĕн вĕрентни те курăнать, тĕп вырăнта Турă сакунĕпе чиркÿ историйĕ пулнă. Вĕрентекенĕсем, училищĕсене йĕркелесенех, çак ялсенчи чиркÿсенче ĕçлекен священниксем пулнă.

Çак училищĕсенче пуçласа арçын ачасене çеç вĕрентнĕ.

1840 çулхи пуш уйăхăн 29-мĕшĕнче “Положение об удельных ремесленных училищах” ятлă документ тухать. Ялсенчи халăх училищисенче вара ремесла класĕсем уçма тытăнаççĕ. Ун пек класс пирĕн таврара Турхан училищи çумĕнче çеç пулнă.

1843 çултан хĕрачасене уйрăм вĕрентме тытăнаççĕ. Хĕрачасен училищисене 1846 çулта хальхи Чăваш Республикине кĕрекен çак ялсенче уçнă: Сăкăтра, Тăрăнта, Турханта, Хумпуç-Патăрьелĕнче, Чурачăкра, Шурутра, Кивĕ Эйпеçре, Çĕнĕ Эйпеçре. Çак училищĕсенче хĕрачасене, тĕпрен илсен, алă ĕçĕ тата çуртра апат-çимĕç хатĕрлес ĕçе тума вĕрентнĕ, грамотăна вĕрентес ĕç япăх шайра тăнă.

Малтанласа ялсенчи удел училищисене Чĕмпĕр удел кантурĕ пуçарăвĕпе уçнă пулсан, 1841 çулта удел департаменчĕ çакăн пек училищĕсем пур приказсенче те уçма хушать. Гурий Иванович Комиссаров-Вантер (1883-1969) – чăваш наци юхăмĕнчи паллă çын, литератор, педагог, историк, чăваш шкулĕн, фольклорĕн, литературин, историн паллă тĕпчевçисенчен пĕри, хăйĕн “Материалы по истории народного образования чуваш” кĕнекин II томĕнче Пăва уесĕнче 1840-1850 çулсенче çакăн пек шкулсем 32 çитнĕ тесе палăртать, вĕсенчен 13-шĕнче чăваш ачисемпе хĕрĕсем çеç, 19-шĕнче – чăвашсемсĕр пуçне вырăссемпе ирçесем те вĕреннĕ тесе çирĕплетет. Çак ялсенче училищĕсем шутланнă: Тăрăн, Турхан, Сăкăт, Туçа, Лаш-Таяпа, Шăмăршă, Палтиел, Хумпуç-Патăрьел, Чурачăк, Шурут, Кивĕ Эйпеç, Çĕнĕ Эйпеç. Кунсăр пуçне Сăкăтра, Тăрăнта, Турханта, Хумпуç-Патăрьелĕнче, Чурачăкра, Шурутра, Кивĕ Эйпеçре, Çĕнĕ Эйпеçре хĕрачасем валли уçнă уйрăм шкулсем те пулнă.

Училищĕсем крепостла

правăна пăрахăçланă хыççăн

1855 çулта II Александр патшана ларнă хыççăн çĕр-шыв пурнăçĕнчи чылай ыйтусене çĕнĕрен пăхса тухса ылмаштарма тăрăшать. Анчах та çав ылмаштарусем (реформăсем) крепостла правăна пăрахăçламасăр пурнăçланма пултарайман. Ăна 1861 çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче пăрахăçласа çĕр улпучĕсен хресченĕсене çĕр памасăрах ирĕке кăлараççĕ. Удел хресченĕсем 1863 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче II Александр алă пусса çирĕплетнĕ “Положение об устройстве удельных крестьян” тăрăх ирĕке тухаççĕ. Патшалăх хресченĕсене вара 1866 çулта çеç ирĕке кăлараççĕ.

Удел хресченĕсене ирĕке кăларнă хыççăн удел кантурĕсене те пĕтереççĕ. 1864 çулта II Александр патша “Положение о губернских и уездных земских учреждениях” документа çирĕплетет. Çак документ тăрăх удел кантурĕсем вырăнне уессенче земствăсем, вулăссенче вулăс правленийĕсем йĕркелеççĕ. Хресченсем те ĕлĕкхи пекех хăйсен пурнăç ыйтăвĕсене ял пухăвĕсенче сÿтсе-явса татса пама тытăнаççĕ.

II Александр вĕрентÿ ыйтăвĕсене те çĕнĕрен йĕркелес тесе “Указ Правительствующему Сенату” кăларать. Указ çак сăмахсемпе пуçланать: “Во всегдашнем попечении о благе любезных наших верноподданных, признавая хорошее устройство первоначальных училищ весьма важным способом к религиозно-нравственному образованию народа, Мы поручили Министерству Народного Просвещения составить положение о таковых училищах.”

Çак Указпа килĕшÿллĕн, асăннă министерствăн ученăй комитечĕ “Положение о начальных народных училищах” ятлă документ хатĕрлет. Çак Положенине II Александр 1864 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетет.

Положенин ячĕ хăйех çĕр-шывра пуçласа халăх валли пуçламăш училищĕсем кирлине ăнланнине пĕлтернĕ. Çавна пула халăх валли халиччен тĕрлĕ ведомство уçнă пур училищĕсен ячĕсене те пĕрпеклентерсе “пуçламăш халăх училищисем” – “начальные народные училища” тесе ят параççĕ. Халиччен пулнă удел училищисене те пуçламăш халăх училищисен шутне кĕртнĕ. Вĕсемпе малашне земствăсем ертсе пыма тытăнаççĕ. Çавна пула училищĕсен ячĕсене те “удел училищи” вырăнне “земство училищи” теме тытăнаççĕ.

Шкулсене ертсе пырас, шкулсене тĕрĕслес ĕç

малалла аталанни

Училищĕсене удел кантурĕсем уçнине пула малтанласа вĕсемпе ертсе пырас, вĕрентÿ ĕçне йĕркелес, вĕсене малалла аталантарас ыйтусем те пурте удел кантурĕсемпе удел приказĕсен, вĕсен чиновникĕсен аллинче пулнă терĕмĕр.

1864 çулхи çĕнĕ положени хыççăн çак ĕçсем пурте çĕнĕрен йĕркеленĕ кĕпĕрнесенчи тата уессенчи училище совечĕсен аллине куçаççĕ.

Пăва уесĕнчи училище советне 1866 çулта йĕркелеççĕ. Çак советăн пĕрремĕш председателĕ, малтанхи 8 çул хушшинче (1866-1874 çç.) уесри тата кĕпĕрнери шкулсене аталантарас ĕçре чылай палăрнă Пăрăнтăк чиркĕвĕн священникĕ Алексей Иванович Баратынский протоиерей пулнă.

Чăвашсене

чăвашла вĕрентес

ĕçе пуçаракансем

ХIХ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенчен чăваш ялĕсенче уçнă шкулсенче вырăсла çеç вĕрентнĕ-ха. Сайра тĕл пулакан чăвашсенчен тухнă учительсем те, вĕрентес ĕçре чăваш чĕлхипе усă курма тăрăшнă пулсан та, вырăссен алфавичĕпе çеç усă курнă.

Чăваш ялĕсенчи шкулсенче чăвашла вĕрентес, чăваш алфавитне туса йĕркелесе ярас ĕçсем пĕтĕмпех И.Н.Ильминский, Н.И.Золотницкий, уйрăмăнах И.Я. Яковлев ячĕсемпе çыхăннă.

(Малалли пулать)



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2010
00:00
Поделиться