Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Яваплăха ÿстермеллех

Çанталăк шăрăх тăнине пула хальхи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх пысăк. Нумай çĕрте вăрман çунни, вĕсен çывăхĕсенче вырнаçнă ялсем кĕлленни пирки телевидени передачисенче куратпăр, хаçатра вуласа пĕлетпĕр. Улатăр, Шупашкар, Йĕпреç районĕсенче те вăрмансем çу-наççĕ. Тĕтĕм-сĕрĕмĕ пирĕн тăрăхра та сисĕнет.

Кăçал районĕпе 26 пушар тухнине регистрациленĕ. Вĕсен сăлтавĕ тĕрлĕрен: электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курни, ачасен чарусăрлăхĕ, мунча е çурт кăмакисен юсавсăрлăхĕ тата ытти те. Пирĕн тăрăхри вăрмансенче вут-кăвар тухнине палăртман. Çапах та ку тимлĕхе çухатмаллине систермест. Шăрăх вăхăтра кăвайт чĕртни, сÿнтермен пирус тĕпне пăрахса хăварни, техника юсавсăрлăхĕ тата ытти сăлтавсем вут-кăвар тухасси патне илсе пыма пултарнине пурин те асра тытасчĕ, хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçласчĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
07 августа 2010
00:00
Поделиться