Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мăшăрланаççĕ çамрăксем, çуралаççĕ ачасем

Çут тĕнчене çĕнĕ чун хушăнни хăех мĕн пысăкăш телей. Районта 7 уйăхра 252 ача: 128 хĕрачапа 124 арçын ача çуралнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 48 пепке сахалтарах. Пулас салтаксене ытларах Максим, Дмитрий тата Кирилл ятсем параççĕ, чиперуксем хушшинче Анастасия, Анна, Дарья нумайтарах. Пĕр çемье ача усрава илнĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа 341 çын вилнĕ. Этемлĕхĕн вăйлă пайĕн пурăнас çулĕ вăтамран хальлĕхе 63 çулпа танлашнă, пĕлтĕр 61 пулнă. Хĕрарăмсен вара 75-рен 77 çитнĕ.

Тигр çулĕнче 173 çамрăк çемье чăмăртаннă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан тăваттă нумайрах. Уйрăлас шухăшлисем те чакнă: 45 мăшăрăн пĕрлехи çулĕ пайланнă. 2009 çулта ку хисеп 7 ытларах пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 августа 2010
00:00
Поделиться