Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Компани сатурлăхĕ Ан иксĕлтĕр

Районта юлашки çулсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем сахал мар хута янă. Çакăнта тулли мар яваплă “Шыгырданы” компани тÿпи те пур. Килес çул вăл ĕçе пуçăннăранпа 15 çул çитнине паллă тума ĕмĕтленет.

З. Халитов генеральнăй директор палăртнă тăрăх, пĕрлешÿ строительство енĕпе вăй хума тытăнни çиччĕмĕш çул. Апла пулин те сумлă ят илме пултарчĕ. Строительсем Патăрьелĕнче стадион хута ячĕç. Ачасем валли çуллахи вăхăтра канăва тивĕçлĕ ирттерме май паракан объект мар-и-ха çакă;

Ялсенче стадионсем тăвасси – фирмăн пĕр енлĕ ĕçĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине сăмах вĕççĕн çеç пурнăçа кĕртейместĕн-çке. Çакна тĕпе хураççĕ кунти ĕçченсем. Стадион пулсан вара унта яш-кĕрĕм пухăнатех. Ача-пăчана выляма та вырăн çитет.

Çĕр ĕçĕпе те тимлет компани. “Таса шыв” федераллă программăпа килĕшÿллĕн юхан шывсен çыранĕсене тÿрлетеççĕ. Плотинасем чавасси, вĕсене тĕпрен юсаса çĕнетесси те çăмăл ĕç мар. Хăватлă техника пурри, ăста специалистсем вăй хуни умри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшатех. Çавна пула Хирти Пикшикре тата Элĕк районĕнче икĕ пĕве хута янă та ĕнтĕ.

Республика Президенчĕ районсенчи кашни яла асфальтлă çул çитерес тĕллев лартнине те хапăлларĕ фирма. Çак енĕпе хăй мĕн тума пултарассине палăртса сĕнÿ тăратрĕ. Ырларĕç. Фирма специалисчĕсем явăçнипе хамăр тата кÿршĕллĕ Комсомольски районĕсенче вуншар çухрăм çула асфальт сарнă. Çула май кĕперсене те юсаса пынă.

Хушма предприяти те пур компанин. “Батыревская МТС” уçă акционерла пĕрлешĕве хăйĕн хÿттине илнĕ вăл. Асăннă предприяти çĕр пулăхлăхне ÿстерекен агротехника мероприятийĕсене пурнăçлать. Ку ыйтупа ятарлă ушкăн ĕçлени хăш хире мĕн чухлĕ минераллă удобрени сапса тухăçа ÿстерме май пуррине чухлатех.

Ыр кăмăллăх кÿме, спонсорла пулăшу пама нихăçан та хирĕçлемест фирма. Шăнкăртамри мечĕте çĕкленĕ çĕре те тивĕçлĕ тÿпе хыврĕ вăл.

Ĕçсĕр хавшаса ларасси çукрах ĕçченсен. Паянхи кун Сăкăтра Çеçпĕл урамне тирпейлеççĕ, Тутарстанри Çĕпрел районĕнче плотина юсаççĕ. Шăнкăртам, Тутар Сăкăт, Кзыл Чишма, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Первомайски, Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕсен территорийĕсенче те çулсене çĕнетме пулăшнă.

Ĕç кăтартăвĕ тăрăшуллă кадрсенчен килет. Зофер Тауфикович А. Куртлюков тĕп инженер пултарулăхне пытармасть. Унăн пуçарулăхĕ ялсен сăн-сăпатне улăштарас ĕçре вырăнлă пулнине палăртать. И. Павлов мастер, А. Петров тракторист, В. Артемьев токарь, Р. Атаказов, Р. Шарафутдинов водительсем, Т. Ермолаева аслă бухгалтер ылтăн алăллисен шутĕнче.

Мухтанма юратмасть ĕçĕпе З. Халитов. “Ялсенче çынсене пурăнма илĕртÿллĕ те лайăх пултăр тесе çеç тăрăшатпăр”, тет. Кун çумне сăмах хушма та кирлех мар.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 августа 2010
00:00
Поделиться