Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чыса ĕçпе тивĕçнĕ

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви ял, хула поселенийĕсем хушшинче 2009 çулхи экономика кăтартăвĕсемпе ирттернĕ ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ. III ушкăнра (4 пин ытла çын пурăнаканнисем хушшинче) Патăрьел ял поселенийĕ 2-мĕш вырăн йышăннă.

Чăваш Республикинчи Муниципалитет пĕрлешĕ-вĕн Канашĕ поселенисем хушшинче 2009 тата 2010 çулăн пĕрремĕш çурринчи кăтартăвĕсемпе йĕркеленĕ конкурсра “Чи лайăх ял поселени” номинацире Алманчă, “Тирпей-илем тата йывăç лартас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕ поселени” номинацире Шăнкăртам, “Культмассăллă ĕç тата спортпа сывă пурнăç йĕркине лайăх йĕркеленĕ поселени” номинацире Тăрăн ял поселенийĕсем палăрнă, вĕсем – çĕнтерÿçĕсем хушшинче. “Чăваш Республикинчи лайăх муниципаллă служащи” ята район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçин çумĕ Г. Петрова, “Лайăх общественник” ята Пикшик ял поселенийĕнчи Н. Урмаковпа Туçа ял поселенийĕнчи В. Колпаков тивĕçнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 августа 2010
00:00
Поделиться