Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул тăвасси кÿрше каçасси мар

Çула тухсан, асфальчĕ çатма пек тикĕс чухне тÿрех çак сăвă йĕркисем пуçа килеççĕ. Районăн хуть хăш кĕтессине тухса кайсан та халь хăрамалли çук, кашни ялах хытă сийлĕ çул çитнĕ. Кунта “Чăвашавтодор” уçă акционерла пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленин тÿпи те пур.

Çулла-и, хĕлле-и – ĕçлекенсен пушă тăма вăхăчĕ сахалтарах. Хĕвел хĕртсе пăхнă чухне асфальт сараççĕ, сивĕ чухне çула юртан тасатаççĕ. Вĕсем район территоринчи республика шайĕнчи çулсене 96 çухрăм, вырăнтисене 110 çухрăм юсаса, тирпейлесе тăраççĕ. Çавăн пекех ял поселенийĕсем те хăйсен территоринчи çулсене пăхса тăма килĕшÿ тунă, ун пекки 21 çухрăм шутланать. Ĕçлемелли сахал тесе калаймастăн.

– Çул-йĕре тирпейлесе тăма пирĕн штатра 60 çын пур. Техника та сахал мар: 40 единица. Вĕсене юсаса тăратпăр, пурте çула тухма юрăхлă. Çавăн пекех çĕннисене те туянма тăрăшнă: икĕ каток, экскаватор, погрузчик, КДМ, автогрейдер. Çуллахи вăхăтра ĕç вăйĕ ытларах та кирлĕ, сезон вăхăтне валли 6 рабочи илнĕ. Ишлĕрен килеççĕ. Вĕсене ятарласа автобус турттарать.

Майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕчченех столовăй ĕçлет. Çывăхра ĕçлекен рабочисем кунта килсе çиеççĕ, инçетрисене леçсе параççĕ, – тет Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управлени директорĕ В. Рубцов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май. Валерий Петрович ертÿçĕ тивĕçне пурнăçлама тытăнни те нумай вăхăт иртмен. Кунта çĕнĕ çын та мар, Тăрăн ял поселенийĕн ертÿçине суйланиччен мастерта тимленĕ.

Çу пуçланнăранпа çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленинче тăрăшакансен пĕр пушă вăхăт та çук. Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăр куллен хĕрÿ ĕçре. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи 1 çухрăм та 200 метрлă çула аукционра выляса илнĕ хыççăн тÿрех асфальт сарма тытăннă. Ăна кĕске вăхăтра хута янă хыççăн “Стройкоммуникаци” тулли мар яваплă пĕрлешÿпе тÿрремĕн килĕшÿ туса 43 номерлĕ аптека, культурăпа кану центрĕ, “Юность”, “Нива” столовăйсен умĕнчи çула асфальтпа витнĕ. Çавăн пекех “Паттăр” стадиона кайнă çĕрти çула та вĕсемех тунă. Кĕске тапхăрта 25 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă.

“Южное” сысна комплексĕн территорине хăтлăх кĕртессипе те Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управлени ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Хăйăр тăкассинчен пуçласа асфальт сарасси, бордюрсем хурасси таранах вĕсен пурнăçламалла. 26 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла пулсан, 15 миллион тенкĕлĕх хатĕр.

Сăкăтри 1, 4 çухрăм çула тунă çĕрте те вĕсем тимлеççĕ. Вак чул сарса пĕтернĕ, халь асфальтпа витеççĕ. Ку эрнере ĕçе вĕçлеççĕ.

Управлени çул-йĕр паллисене улăштарассипе, кĕперсене пăхса тăрассипе те тимлет. Патăрьелĕнче кăна 200 çул-йĕр паллине çĕнетнĕ, унсăр пуçне ытти ялсенче те çак ĕçе пурнăçланă. Кĕпер айккинчи тротуарсене те çĕмĕрсе тепĕр хут сарма тытăннă.

– Ĕç пур, апла пулсан укçа та пулать рабочисен. Çула пахалăхлă сарсан тата вăхăтра хута ярсан кăна çул-йĕр тăвассипе ирттерекен аукционсенче выляса илме май пур. “Пахалăхлă тата вăхăтра” текен девиза тĕпе хурса тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра ун пек ĕçлемесен майĕ те çук, – тет Валерий Петрович.

Çул-йĕр тăвасси çăмăл мар. Ахаль те хĕвел хĕртсе пăхнă чух вĕри асфальта сарнă çĕрте мĕн чухлĕ тÿсĕмлĕх кирли каламасăрах паллă. Анчах ку сферăра тăрăшакансем çул çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ăнланаççĕ, йывăрлăхсене парăнтарса малалла ăнтăлаççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 августа 2010
00:00
Поделиться