Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентешсем начар мар ăмăртнă

Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисенче Чăваш Ен чысне хÿтĕлекенсем хушшинче пирĕн район çамрăкĕсем те пулнă. Тутарстанри Елабугăра иртнĕ ăмăртусенче Патăрьел ял поселенийĕнчи И. Алеев, А. Осипов, Н. Абитов, А. Алеева тата В. Васильева алă вăй виçессипе 6-мĕш вырăн йышăннă. В. Васильевăпа А. Алеева хăйсен виçинче пьедесталăн 3-мĕш картлашки çине хăпарма пултарнă.

Вĕрен туртассипе республика команди йышĕнче Н. Абитов, А. Осипов, И. Алеев чăннипех те паттăрлăх кăтартнă. 55 командăран 2-мĕш вырăна тухма пултарнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 августа 2010
00:00
Поделиться