Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район кунĕ – Нăрваш Шăхалĕнче

Уявра чун каниччен савăнасси, вăйă-кулăра хавасланасси, спорт мероприятийĕсенче паттăрлăх кăтартасси Патăрьелсемшĕн çывăх. Нăрваш Шăхалĕнче иртнĕ Район кунне пуçтарăннă ватти-вĕтти вырсарникун шăпах çакнашкал уявра савăнчĕ. Ырă йăла-йĕркене малалла тăсса çак ял поселенинче виççĕмĕш хут Район кунне ирттерчĕç. Маларахрисене вара Первомайски тата Турхан ял поселенисенче йĕркеленĕччĕ.

Нăрваш Шăхалĕнчи капăрлатнă культурăпа кану паркĕнче ирпе ирех аякри те çывăхри хăнасене хапăл туса хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Ял поселенинчи художество пултарулăх ушкăнĕсем ĕлĕкхи йăла-йĕркепе вăйă картине тухса авалхи юрăсене аса илнĕ хыççăн район пуçлăхĕ Н. Глухов вырăна тухса йĕркеленĕ Район кунĕн уявне уçрĕ. Николай Иванович пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, ăна хаваслă та асра юлмалла ирттерсе яма ырă сунчĕ. Малалла вăл районта нумай пулмасть иртнĕ Республика кунĕн итогĕпе паллаштарчĕ, уй-хир смот-рĕнче палăрнă хуçалăхсене, ял хуçалăх отраслĕсенче кăтартуллă ĕçлекен уйрăм хастарсене Хисеп грамотисемпе дипломсем, парнесем парса чыс турĕ.

Район кунĕн асра юлмалли саманчĕсенчен пĕри – “Районăн хисеплĕ гражданинĕ” ята пани. Хальхинче çак чыса Первомайскинче çуралса ÿснĕ ентеш, тĕнче класлă спорт мастерĕ, хăвăрт утас енĕпе СССР, Тĕнче, Европа рекордсменки А. Деверинская тивĕçрĕ. “Юратупа шанчăклăхшăн” медале вара Алманчăри Дружининсен тата Кĕçĕн Арапуçĕнчи Маркидановсен кăтартуллă çемйисене парса чыс турĕç.

Район уявне пухăннисене ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев саламларĕ, ĕçре палăрнă уйрăм çынсене тата кăтартуллă коллективсене Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Нăрваш Шăхалĕнче иртнĕ сумлă мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С. Скворцов хутшăнчĕ, Патăрьелсем ĕçре те маттур, канура та сатур иккенне палăртрĕ.

Кашни ял поселенийĕ халăх пултарулăхĕн ĕçĕсене тăратни уявăн сĕмне тата ытларах пуянлатрĕ. Аслă Чемен ял поселенийĕ илсе килнĕ ĕлĕкхи алă ĕçĕн хатĕрĕсем паянхи кунччен те упранса юлнинчен чылайăшĕ тĕлĕнчĕç. Вĕсем суха пуçĕпе тырă акса пуçтарса илнине кăтартса пачĕç. Турханта иртекен А. Кокель ячĕллĕ Тĕнчери тăваттăмĕш пленэра хутшăннă ÿнерçĕсем те вĕсен ĕçĕпе чылай кăсăкланчĕç. Шăнкăртам ял поселенинчи М. Якушева ертсе пыракан ушкăн вара хăйсен тĕрри-çĕвви, апат-çимĕçĕпе çеç мар, чăваш юрри-ташшине ăста кăтартнипе те тĕлĕнтерчĕ. Тĕп сцена çинче чĕннĕ хăнасем, ял поселенисенчи художество пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен программипе савăнтарнă вăхăтрах культурăпа кану паркĕнче тĕрлĕ енлĕ спорт тупăшăвĕсем иртрĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2010
00:00
Поделиться