Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелĕм, чун уççи

Сăнатăп та хамăрăн района, чĕре ырă туйăмпа тулать. Ара, мĕнле савăнас мар-ха! Çулран çул çак тăрăхра капмар çуртсем ÿсе-ÿсе лараççĕ. Аталанать, мăнаçланать Патăрьел тăрăхĕ. Тин çеç çуралнă çăл куçран епле шыв тапать, çапла унран та вăй тапса тăрать. Ĕмĕтленнĕ, шутламан япаласем те юмахри пек пурнăçланма тытăнчĕç. Калăпăр Хурама Твар ялне асфальтлă çул пуласса унта çуран çÿрекен асатте-асанне ĕненмен те. Халĕ вара кăвак çулăмлă газ та çитнĕ. Таса шыв килессе ĕмĕтленеççĕ.

Патăрьел хула пекех пулса кайрĕ. Унти пĕрремĕш вăтам шкул чуна илĕртет. Мĕн пысăкăш-çке вăл! Тул енчен тирпейлĕ те илемлĕ. Шалта вара çутă та таса классем. Оборудовани хуларинчен пĕртте кая мар. Ачасем лайăх вĕренччĕр тесе пĕтĕм услови туса панă. Ахальтен ирттермеççĕ ĕнтĕ кунта район, республика шайĕнчи мероприятисене.

Район центрĕнче лавккасем кăмпа пек шăта-шăта тухаççĕ. Мĕнле тавар кирлĕ, веçех пур.

Патăрьел урамĕсем капăр. Пĕр кун та ĕçсĕр тăмасть пирĕн халăх. Пурнăç кĕрлесе çеç тăрать. Часах çĕнĕ чиркÿ алăкĕсене уçĕ. Хĕвел пек çиçеççĕ унăн ылтăн куполĕсем пире илĕртсе. Чаплă пирĕн Патăрьел. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин 90 çулне шăпах çакăнта ирттерчĕç. Президента кĕтсе илме те тивĕç пултăмăр. Тăрăшни сая каймарĕ.

Районта тĕрлĕ халăх пурăнать: чăвашсем, тутарсем, вырăссем тата ыттисем те. Эпир пĕр-пĕринпе туслă. Пĕри тепринчен тĕрлĕ япала тума вĕренет. Пурте пĕрле вара район ятне тата та çÿлти шая çĕклеме тăрăшатпăр. Па-тăрьел çыннисем харсăр та хастар. Темле ĕçе те пултараятпăр. Ĕçченлĕх, вĕри юн пирĕнте. Акă мĕн парса тăрать кашнийĕшне вăй. Патăрьелĕм, сан пекки пĕрре. Чечек пек илемлĕ, çăлтăр пек çутă, улăп пек вăйлă пул эсĕ яланах!

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2010
00:00
Поделиться