Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеп те мухтав çĕнтерÿçĕсене Вĕсем – малтисем

Çулленех районта Акатуй-Сабантуйра иртнĕ çула тата çурхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Кăçал вăл Республика кунĕпе пĕрле иртнĕрен маттуррисене Нăрваш Шăхаль ял поселенинче уявланă Район кунĕнче палăртрĕç.

Район пуçлăхĕн Н. Глуховăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, акана пысăк пахалăхпа пурнăçланă тата 2009 çула экономика тĕлĕшĕнчен тупăшлă вĕçленĕ хуçалăхсене диплом тата укçан преми парса хавхалантарма йышăннă.

Çур акине вăхăтра тата пысăк шайра ирттернĕшĕн тулли мар яваплă “Исток” агрофирма пĕрлешÿ (ертÿçĕ А. Илюткин) пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Иккĕмĕш вырăнта – “Красное знамя” ял хуçалăх кооперативĕ (ертÿçĕ – П. Никифоров).

Виççĕмĕшĕнче – “Ленин ячĕллĕ агрофирма” уçă акционерла пĕрлешÿ (ертÿçĕ – Ю. Попов).

“Звезда”, “Тойсинская”, “Батыревский”, “Малалла”, “Жизнь” хуçалăхсем, улма-çырла питомникĕ лайăх ĕçленине палăртнă.

Выльăх-чĕрлĕхрен – чи нумай продукци

Выльăх-чĕрлĕхе лайăх хĕл каçарнăшăн тата пысăк кăтартусемшĕн, хĕллехи тапхăрта 480 центнер аш-какай, 100 тĕп сысна ами пуçне 1630 çура илнĕшĕн “Красное знамя” хуçалăхăн (ертÿçĕ – П. Никифоров) сысна фермине çĕнтерÿçĕ тесе йышăннă.

“Труд”, “Звезда”, “Исток” хуçалăхсен фермисене те пысăка хурса хакланă.

Уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинче çаксене çĕнтерÿçĕсем тесе йышăннă, диплом тата укçан преми парса хавхалантарнă:

“Батыревский” пĕрлешÿри Валентина Убаева дояркăна, вăл пĕр ĕнерен 3748 килограмм сĕт сунă.

Ленин ячĕллĕ агрофирмăри Надежда Косолапова пăру пăхакана, пĕтĕмĕшле 77 центнер самăртнă.

“Исток” агрофирмăри Михаил Краснов сысна пăхакана, пĕтĕмĕшле 63 центнер самăртнă.

“Хастар” хуçалăхри Григорий Осипов сысна пăхакана, 100 тĕп амаран 1375 çура илнĕ.

Н. Плешкова (“Звезда”), А. Антипова (Ленин ячĕллĕ), З. Гусарова (“Красное знамя”) дояркăсене, Г. Савельева (“Труд”), Петрпа Зинаида Кураковсене (“Красное знамя”) ĕне-выльăх самăртакансене, А. Шлаева (“Труд”), Г. Суркова (“Звезда”), А. Хураськина (“Хастар”) сысна çури илекенсене, Г. Куракова (“Красное знамя”), Г. Мясникова (“Звезда”), Н. Васильева (“Труд”) сысна самăртакансене ырăпа асăннă.

Ака паттăрĕсем

Çур акинче хастар ĕçленĕ çĕнтерÿçĕ механизаторсене диплом тата укçан преми пама йышăннă:

“Исток” агрофирма” тулли мар яваплă пĕрлешÿ механизаторне Николай Тихонова. Вăл МТЗ-1221 тракторпа 3 сеялкăллă агрегатпа 1150 гектар пĕрчĕллĕ культура акнă.

“Дуслык” хуçалăх трактористне Минерис Хайбуллова, Т-70 тракторпа 2 сеялкăллă агрегатпа 575 гектар тĕш тырă никĕсе хывнă.

“Тойсинская” агрофирма трактористне Валерий Уткина, МТЗ-1221 тракторпа 564 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Ленин ячĕллĕ агрофирмăри Александр Французов механизатора, акара çĕнĕ технологипе усă курса К-701 тракторпа 1700 гектар акнăшăн.

Çур акинче пысăк пахалăхпа ĕçленĕшĕн тата лайăх кăтартусемшĕн çак трактористсене диплом тата укçан преми парса хавхалантарнă: Г. Кузнецов (“Звезда”), А. Цыганов (“Родина”), В. Никитин (“Первомайск”), В. Емелюков (“Сидели”), А. Яковлев (“Труд”), И. Исаков (“Красное знамя”), И. Косойкин (“Хастар”), П. Енилин (“Батыревский), И. Шарипов (“Жизнь”), В. Тимофеев (“Батыревский” улма-çырла питомникĕ).

АПК предприятийĕсемпе строительство организацийĕсен пĕр-пĕрин

хушшинчи экономика ăмăртăвĕн 2009 çулхи кăтартăвĕсем тăрăх

çаксене лайăххисем

тесе палăртнă:

Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче пур тĕп отрасльсене лайăх аталантарнăшăн “Малалла” ял хуçалăх эртеле (ертÿçĕ М. Петров), ÿсен-тăран отраслĕнчи кăтартусемшĕн “Батыревский” хупă ак-ционерла пĕрлешĕве (ертÿçĕ – П. Ялуков), выльăх-чĕрлĕх отра-слĕнче çитĕнÿсем тунăшăн “Звезда” хуçалăха (ертÿçĕ – В. Кузнецов).

Строительство организацийĕсем хушшинче – “Стройкомфорт” тулли мар яваплă пĕрлешÿ (ертÿçĕ – А. Аюпов, директор тивĕçне пурнăçлаканĕ – М. Алимов). Вăл строительствăпа монтаж ĕçĕсене 8, 323 миллион тенкĕлĕх тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2010
00:00
Поделиться