Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çуллахи кану

Патăрьелĕнчи ВДПО инструкторĕ А. Андреева шкулсенчи кану лагерĕсенче пушара хирĕçле темăпа тĕрлĕ калаçу, викторина йĕркелет. Çын тимсĕрлĕхне пула пушар инкек-синкек патне илсе çитернине пĕтĕмлетсе ачасем кинофильмсем пăхаççĕ.

Çитĕнекен ăру пушар чаçне çитсе курма та вăхăт тупать. Вĕсем унта пушар сÿнтерекен машинăсемпе тата ĕç хатĕрĕсемпе кăсăкланаççĕ. Сăн ÿкерчĕксем те ÿкерттереççĕ.

Мероприятисене пушар хуралĕн инструкторĕ Н. Селиванова тата вĕрентÿ пайĕн методисчĕ С. Елагина та хутшăнаççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2010
00:00
Поделиться