Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çитмен ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăм инспекторĕсем час-часах каçхи рейдсене тухаççĕ, ăнăçсăр çемьесене çитсе ачасен пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ тата ытти те. Çак кунсенче вĕсем Сăкăт ял поселенинче пулнă, шкул ачисем каçхине вун пĕр сехет хыççăн та урамра çÿренине тупса палăртнă. Чăваш Республикинче право йĕркине пăснине профилактика тумалли çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн çуллахи каникул вăхăтĕнче каçхине вун пĕр сехет хыççăн ачасем урамра çÿренĕшĕн ашшĕ-амăшĕ айăплă. Çавăнпа ĕнтĕ рейд вăхăтĕнче йĕркене пăхăнманшăн вĕсен ячĕпе протокол çырнă. Çулталăк пуçланнăранпа çак сăлтавпа районĕпе хĕрĕхе яхăн ашшĕ-амăшне явап тыттарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2010
00:00
Поделиться