Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тÿлевлĕ-и? Çук, тÿлевсĕр!

Юлашки вăхăтра шкулта тÿлевлĕ е тÿлевсĕр вĕрентес ыйтăва çине-çинех çĕклеме тытăнчĕç. Нивушлĕ малашне чухăнсемшĕн пĕлÿ алăкĕ хупăнĕ; Анчах ытлашши пăшăрханма кирлĕ мар. РФ Конституцийĕпе (43-мĕш статья) тата “Вĕрентÿ çинчен” саккунпа килĕшÿллĕн кашни гражданинăн тÿлевсĕр пĕлÿ илме ирĕк пур. Федерацин 2010 çулхи майăн 8-мĕшĕнче йышăннă саккун тăрăх вара патшалăх тата муниципалитет учреждени-йĕсем (шкул) çĕнĕ тытăма куçнă май пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн патшалăх стандарчĕ çинче йĕркеленĕ патшалăх ыйтăвне пурнăçлакан пулаççĕ, бюджетран укçа илеççĕ. Бюджет шучĕпе шкулăн обязательнăй предмечĕсене вĕрентÿ планĕн никĕсĕнче пăхнă калăпăш чухлĕ вĕренме пултарĕç. Çапла вара вырăс чĕлхи, литература, математика, физика, хими, биологи тата ытти предмета яланхилле тÿлевсĕр “шĕкĕлчеме” май пур. Урокри сехетсем çителĕксĕр пулсан педагогпа килĕшсе хушма пĕлÿ илме пулать. Анчах хальхинче тÿлевлĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2010
00:00
Поделиться