Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Суд сайчĕ çинчен

Кăçалхи утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнче “Раççей Федерацийĕнчи судсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен информаципе тивĕçтересси” çĕнĕ Федераллă саккун вăя кĕрет.

Çак саккуна пурнăçласа кашни судрах официаллă сайт ĕçлесе каймалла. Патăрьел район сучĕн сайчĕ çине те Интернет сечĕпе усă куракансем çак адреспа кĕме пултараççĕ: batr–sud@cbx.ru, е “Яндекс”, “Рамблер” шырав системинче “Патăрьел район сучĕ” тесе вырăсла çырса шыраса тупма пулать.

Сайтра суд историйĕ, коллектив йышĕ, телефо-нĕсем, адресĕ, судри хыпарсем çинчен пĕлме пулать.

Суда тĕрлĕрен ыйтупа, çăхавпа тухас тесен интернетпа çыхăнма пулать.

Унсăр пуçне кунта хăш кун, хăш вăхăтра мĕнле ĕç пăхăннипе, çÿлерех асăннă саккунпа тăратма ирĕк панă суд акчĕсемпе тата ытти тĕрлĕрен информаципе паллашма пулать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2010
00:00
Поделиться