Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хир тулли кашлатăр тырă, ун чух пурнăç ăнса пырĕ

Районта çулленех уй-хир тĕрĕслевне ирттереççĕ. Кăçал та ял хуçалăх ертÿçисемпе специалистсем, ял поселени пуçлăхĕсем пĕрле пуçтарăнса хирсене пăхса çаврăнчĕç. Тĕрĕслеве район пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, çак пайри специалист экспертсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Курса çÿренĕ май савăнмалли пулăмсем те, чуна ыраттараканнисем те пулчĕç.

Çĕр ĕçченне нихăçан та çăмăл килмен, ку çул вара чăнласах та пур енлĕн тĕрĕслет тейĕн. Пур хуçалăхра та тенĕ пекех кĕркунне акса хăварнă пĕрчĕллĕ культурăсем 80-100 процент таранах пĕтнĕ. Упранса юлнисем те сайрарах. Çумăр йĕркеллĕ çуманни те кашни утăмра сисĕнет. Пĕрчĕллĕ культурăсем кĕскерех, каярах юлса акнă лаптăксенче çĕр çумĕнчен те аран-аран кăна хăпнă. Нумай çул ÿсекен курăксем те çÿллĕ мар, саркаланса лармаççĕ. Мĕн пуррипе çырлахма тивет, курăка çулма вăхăт çитнĕ. Чылай хуçалăхра выльăхсене валли хĕллене утă хатĕрлеме тытăннă.

Тĕрĕслевре унччен акман, лартман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни те палăрчĕ. Лайăх, ырă пулăм, анчах хăш-пĕр ял поселенийĕсенче фермер тата ял хуçалăхĕсем çĕре хисеплеменни курăнчĕ.

Пĕрремĕш чарăну “Исток” тата “Заря” хуçалăхсен уйĕсенче пулчĕ. “Исток” агрофирмăн 1400 гектар çĕр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемсĕр пуçне кунта 200 гектар ытла сахăр кăшманĕ те акнă. Тĕш тырă аван шăтнă, нÿрĕк пур чухне никĕсе хывни, удобренисемпе, гербицидпа усă курни тÿрех сисĕнет. “Чувашский” агрохими станцин Патăрьелпе Елчĕк районĕсен тĕп агрохимикĕ Ф. Салахутдинов пĕлтернĕ тăрăх кунта тăпра пахалăхĕ те лайăх, гумус 8 балпа танлашать. Вăл пирĕн район республикăра тăпра пулăхлăхне пуянлатассипе чи лайăх ĕçлекеннисенчен пĕри иккенне пĕлтерчĕ. Юнашарах “Заря” хуçалăхăн хура пусă тесе хăварнă лаптăкĕ. Вăл пĕтĕмпех çум курăк айне путнă. Район пуçлăхĕ Н. Глухов çакна курнă хыççăн: “Çĕртен кулма юрамасть, ĕçлейместĕр пулсан арендăна парăр. Малалла та çаплах пулсан прокуратурăна явăçтарма тивет”, – терĕ.

“Жизнь” çĕр ĕç фирми юлашки çулсенче çĕрпе туллин усă курма тăрăшнине палăртма кăмăллă.

“Югель”, “Родина” хуçалăхсенче пушă çĕрсем çуккине, хура пусă тăратса хăварнине пĕлтерчĕç. Татмăшсем утă хатĕрлеме те пуçăннă.

Уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем Çĕнĕ Ахпÿртри Е. Мартышкин фермер усă куракан лаптăкпа та паллашрĕç. Вăл хăй илнĕ çĕрсĕр пуçне арендăна панисемпе те усă курнине пĕлтерчĕ. Сухан вăрлăхĕ аван шăтнă. Чĕкĕнтĕрпе кишĕре çĕр улми пек хăпартса акнă. Нÿрĕк сахаллипе ятарласа шăвармалли хатĕр тунă. Техника çителĕклĕ.

“Тойси” çĕр ĕç фирминче та сухан вăрлăхĕ аван шăтнă. Культура шăтса тухиччен гербицидпа сапнă. Шел пулин те, кĕрхисем кунта та сивĕ хĕле пула упранса юлайман. Вĕсен вырăнĕнче халь хура пусă.

“Звезда” хуçалăх выльăх-чĕрлĕх патне тимлĕх уйăрать, çакă кунта çитĕнекен культурăсенчен те лайăх курăнать. Пăрçа, нимĕç пăрçи те çитĕнтереççĕ.

Ял хуçалăхĕнче пур культура та кирлине палăртаççĕ хуçалăх ертÿ-çисем. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче та çакна шута илсе ĕçлеççĕ. Кунта пахча çимĕç патне те тимлĕх уйăраççĕ. Купăста çуллен туса илеççĕ, ял халăхне панисĕр пуçне сутаççĕ.

– Хуть хăш ĕçре те технологине пăхăнмалла, унсăрăн тупăш илме йывăр. Ÿсен-тăран отраслĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тачă çыхăннине те манмалла мар, – терĕ “Красное знамя” хуçалăх ертÿçи П. Никифоров хăйсен хирĕсемпе паллаштарнă май. Пĕрчĕллĕ культурăсем кунта аван шăтнă, нÿрĕк çуккипе вĕсене ÿсме йывăртараххи сисĕнет.

Халь шăпах выльăх апачĕ хатĕр-лемелли тапхăр. Çавна май уй-хире пăхма çÿрекенсем “Батыревский” хуçалăхăн нумай çул ÿсекен курăк анинче чарăну турĕç. Курăка выракан, çавăракан, вĕтетекен техникăпа паллашрĕç. АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пайри Г. Салмина специалист эксперт апат янтăланă вăхăтра кашни минутпа туллин усă курмаллине, силос, сенаж хунă чух наука ыйтнă пек ĕçлемеллине палăртрĕ. Çак пайри И. Васильев специалист эксперт пур техникăпа та кирлĕ пек тăрăшмаллине, усă курмаллине, вырма валли комбайнсене те юсаса хумаллине пĕлтерчĕ.

“Батыревский” хуçалăхра кашни культурăран, отрасльтен тупăш илес тени сисĕнет. Çуллен паха вăрлăхсемпе, минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе усă кураççĕ. Çакă тĕш тырă пуссинче те, çĕр улми анинче те лайăх курăнать. Пухса илнĕ тухăçа хĕлле упрама та услови çи-телĕклĕ. Ĕне витисене çĕнĕрен тăвас ĕмĕт те пур Патăрьелсен.

“Колос”, “Дуслык” хуçалăхсенче те кĕрхисем сыхланса юлайман.

Пĕр вăхăт чылай хуçалăхра пăрçа акма пăрахнăччĕ, “Труд” кооперативра çеç çитĕнтеретчĕç. Халĕ те ку культура пĕчĕкех лаптăк йышăнмасть. Хирсем пĕтĕмĕшле таса, пăхма та кăмăллă.

Тепĕр чарăну “Хастар”, “Знамя”, “Мир” хуçалăхсен хирĕсем чикĕленнĕ вырăнта пулчĕ. Хуçалăх ертÿçисем пушă выртакан лаптăксем çуккине, май çитнĕ таран çĕнĕ вăрлăхсемпе усă курнине, пусă çаврăнăшне пăхăнма тăрăшнине пĕлтерчĕç.

“Малалла” тата “Первомайск” хуçалăхсен пĕр ертÿçĕ – М. Петров. Иккĕшĕнче те çĕнĕ вăрлăхсемпе ĕçлеççĕ. Пур культурăна та акма, лартма тăрăшаççĕ. “Первомайск” кооперативра нумай çул ÿсекен курăксем мĕн пур лаптăкăн 35-37 процентне йышăнаççĕ. Пусă çаврăнăшне те тĕрĕс тытса пыраççĕ, çакă минераллă удобренисемпе сахал усă курсан та пысăк тухăç илме май парать.

Пĕр 3-4 çул каялла Ишлĕ ял поселенийĕнче çум курăк çитĕнекен вырăнсене курмассерен чылай çыннăн чунĕ ыратнă. Кăçал кунта тырă-пулă та, çĕр улми те çитĕнет. ТПК “Шыгырданы” çĕре сăн кĕртнĕ.

“Булинская” çĕр ĕç фирминче те лайăх улшăнусем куç умĕнчех. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отраслĕсĕр аталанайманнине шута илсе сыснасем ĕрчетме тытăннă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче çур акинче мĕнле вăрлăхсемпе усă курни, кĕлетсене дезинфекцилесе шуратмалли пирки Чăваш Республикинчи “Россельхозцентр” филиалĕн ра-йонти уйрăмĕн начальникĕ О. Глухов сăмах илчĕ. Çавăн пекех çуллахи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ патне тимлĕх уйăрма манмалла марри çинчен районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов калаçрĕ.

Пур хуçалăхри уй-хире пăхса тухнă хыççăн АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков пĕтĕмлетÿ турĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2010
00:00
Поделиться