Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçе каймалли объектсемпе паллашнă

Районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çÿревпе пулнă.

Министр район пуçлăхĕпе Николай Глуховпа, унăн çумĕпе – АПК предприяти-йĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕпе Мансур Калмыковпа тĕл пулнă. Вĕсем ял хуçалăх отрас-лĕнчи лару-тăрăва, ял çыннин пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе патшалăх прог-раммисем еплерех пурнăçланнине сÿтсе явнă. Çавăн пекех Республика кунĕнче ĕçе яма палăртнă объектсене – “Юрма” агрохолдингăн тытăмне кĕрекен “Южный” сысна çитĕнтерекен комплексĕпе “Россельхозбанк” АУО Патăрьелĕнчи хушма офисĕн çуртне çитсе курнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2010
00:00
Поделиться