Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасене тимлĕх кирлех

РФ Прокуратурин Чăваш Республикинчи Следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ кăçалхи пилĕк уйăхра çул çитмен ачасем тунă преступленисене пĕтĕмлетрĕ. Çул çитмен ачасем пирки саккун çирĕп ыйтать пулин те преступниксене вĕсене тапăнассинчен тытса чармасть, сехĕрлентермест.

Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн сотрудниксем çул çитмен ачасене тапăнассипе, мăшкăл кăтартассипе çыхăннă виçĕ уголовлă ĕç пуçарнă.

Следстви пынă вăхăтра иккĕленÿллĕ, шанчăксăр çынсем çул çитмен ачасемпе маларахах паллашни курăнать. Икĕ преступление вара ÿсĕрле тунă. Ĕçе тĕпченĕ тăрăх тата çакă паллă: çул çитмен ачасем ашшĕ-амăшĕ енчен тимлĕх сахаллине пула çак преступлени çулĕ çине тăнă. Çавăнпа та Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ чăн малтанах çул çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитани парас, вĕсене пысăк тимлĕх уйăрас тесен ашшĕ-амăшĕн яваплăхне ÿстермеллине асăрхаттарать. Вĕсене çамрăклах ирĕклĕ пурнăçа хăнăхтармалла мар.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июня 2010
00:00
Поделиться