Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç чун киленĕç пулсан

Вăй хума та Авангард– Пĕлÿ тĕнчин алăкне уçма мана Мария Филипповна Арланова пулăшнă. Вăл ăнлантарни, кашни ачан кăмăлне тупма пĕлни, пирĕншĕн чунне пама хатĕрри мана учительница профессине суйласа илме хистерĕ. Аслă классенче вĕреннĕ чухне Кивĕ Ахпÿртре Т.Комарова, Туçара Г.Салмина вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен урокĕсене интереслĕ ирттерни мана Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) филологи факультетне илсе çитерчĕ. В.Карягинаран ачасемпе мĕнле пĕр чĕлхе тупмаллине вĕрентĕм, –çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 23 çул педагогра тăрăшакан А.Бельдекова.

Антонина Антоновна ачасене вырăс чĕлхипе литературин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, тĕнче шайĕнчи чĕлхен илемлĕхне, грамматикине вĕрентет. Кашни вĕренекене урокра темăна тĕплĕн ăнлантарассишĕн тăрăшать, вĕсене тĕрĕс те хитре калаçма хăнăхтарать.

1984 çулта Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухакансем хушшинче учитель профессине алла илес текенсем чылайăн пулнă, вĕсенчен пĕри–Антонина Каргина, халĕ Бельдекова. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытать. Шăпа ун майлă пулать: вырăс чĕлхипе литература факультетне вĕренме кĕрет. Шкулта та хастар пулнăскер, кунта та спорт, обществăлла мероприятисене хутшăннипе палăрать. Сăмах май, Антонина Антоновна халĕ те ку енĕпе шкулта хастаррисенчен пĕри. Диплом илнĕ хыççăн направленипе тăван ялĕнчи шкулах, Кивĕ Ахпÿрте таврăнать. Юратнă учителĕсем хăйсене мĕнле чунтан юратса ăс панине асра тытса ĕçе пикенет. Педагогăн ачасене вĕрентнисĕр пуçне питĕ лайăх психолог, анне вырăнĕнче те пулмаллине шута хума та манмасть.

Ачасем урокра тарăн пĕлÿ илччĕр тесен учителĕн тĕрлĕ мелпе усă курма тивет. Антонина Антоновна час-часах индивидуаллă карточкăсемпе ĕçлет, вĕсем пĕлĕве тарăнлатма, тавракурăма анлăлатма май параççĕ. Стан-дартлă мар уроксем ирттересси те йăлара: урок-çул çÿревсем, урок –аукционсем...Çавăн пекех А.Бельдекова вырăс чĕлхи пирки хатĕрленĕ альбома пăхма та кăмăллă. Унта тĕрлĕ афоризмсем, вырăс писателĕсен произведенийĕсенчи асра юлмалли йĕркесем ачасемшĕн кăна мар, çитĕннисемшĕн те интереслĕ.

Тĕрĕс калаçма урокра кăна вĕренни çителĕксĕр. Çакна шута хурса Антонина Антоновна предмет эрнисем, ыйтупа хурав каçĕсем, викторинăсем, КВНсем ирттерет. Ачасем хăйсен вăйĕпе хаçатсем кăлараççĕ, вырăс писателĕсен произведенийĕсене сцена çинче лартса параççĕ.

Учителĕн ĕçне унăн вĕренекенĕсенче курма пулать. А.Бельдекова ăс паракан ачасем çулленех районта иртекен наукăпа пултарулăх конференцийĕсене хутшăнаççĕ. 2008, 2009 çулсенче Ю.Кошкинăпа А.Салмина призлă вырăнсене йышăннă. “Звучащее слово” конкурсра 58 ача хушшинче В.Андреевăпа А.Маркова 2-3-мĕш вырăнсене тухнă. Республика шайĕнче иртнĕ “Радуга искусств” конкурсран та Д.Мышинпа А.Салмина пушă алăпа килмен, вĕсен ĕçне тÿресем пысăк хак панă.

Кивĕ Ахпÿртри вăтам шкултан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул тунă хыççăн ачасем 10, 11 класа Туçана е Патăрьелне çÿреççĕ. Ют çĕрте те Антонина Антоновна вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Д.Хитрова, А.Каргина, М.Рыбкина тата ыттисем те вырăс чĕлхипе тата литературипе йĕркеленĕ олимпиадăсенче, конкурссенче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Вĕренекенĕсем хушшинче А.Бельдекова çулĕпе утакансем те пур. Н.Капитонова, А.Баскакова вырăс чĕлхипе литература факультетне пĕтернĕ.

–Учитель профессине суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Ĕçре эпĕ киленĕç тупатăп, –тет Антонина Антоновна.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июня 2010
00:00
Поделиться