Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районти пур ял хуçалăх предприятийĕсенче, пысăк фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсене, пурĕ 13301 гектар, акса пĕтернĕ.

Хĕл сивĕ килнĕрен кĕрхи культурăсен ытларах пайĕ шăнса пĕтнĕ, çавна май хуçалăхсенче лаптăксене çĕнетеççĕ. 6540 гектартан 5468-шĕнче (83 процент) тĕш тырă вăрлăхне никĕсе хывнă, ыттине пĕр çул ÿсекен курăк акаççĕ е хура пусă вырăнне хăвараççĕ.

Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр–32 гектар, кишĕр–10, сухан вăрлăхĕ–84, 5, сахăр кăшманĕ 235 гектар акнă. Пахча çимĕçе никĕсе хывасси малалла пырать.

Çĕр улми 2300 гектарта çитĕнмелле, 1596 гектарта ĕçе вĕçленĕ.

Ленин ячĕллĕ, “Красное знамя”, “Труд”, “Первомайск”, “Малалла” хуçалăхсем ÿсен-тăрана тĕрлĕ чир-чĕртен тата хурт-кăпшанкăран хÿтĕлесе хими мелĕсемпе усă курма пуçăннă.

Ленин ячĕллĕ тата “Батыревский” хуçалăхсем çĕр улми йăранĕсене хăпартма тытăннă



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2010
00:00
Поделиться