Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăнкăртамра – Турци посолĕ

Нумаях пулмасть Шăнкăртама Турци çĕр-шывĕн посолĕ Бекир Герек килсе кайнă. Хăнана Раççейри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн Верховнăй Муфтин пĕрремĕш çумĕ, Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕн Общество Палатин членĕ Альбир Крганов йышăннă. Тĕл пулу вăхăтĕнче çамрăк ăрăва воспитани парас, республикăпа район çыннисен пурнăçĕнчи мăсăльман тĕнĕн вырăнĕ пирки сăмах пуçарнă. Çавăн пекех Бекир Герек Шăнкăртамра çĕкленекен мечĕтпе паллашнă. Кунта 1200 çын вырнаçма пултарать. Строительство ĕçĕсене Республика кунĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. 5 пин çын ытла пурăнакан ялта ку çиччĕмĕш мечĕт пулĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2010
00:00
Поделиться