Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕчĕккисем пушар кăларасран асăрханăр

Вут–çыннăн авалхи тусĕ. Унпа эпир хамăра кирлĕ тĕрлĕ ĕçре усă куратпăр. Анчах та вутпа асăрханмасан, вăл питĕ хăрушă тăшман пулса тăма пултарать. Чылай çул пуçтарнă мул-пурлăха темиçе минут хушшинче кăмрăк купине çавăрать.

Çак статьяра эпĕ ачасем шăрпăкпа выляни пысăк инкек патне илсе пыни пирки калаçу пуçарасшăн. Ака уйăхĕнче пирĕн районта “Ачасем– пушара хирĕç” уйăхлăх иртрĕ. Çак тапхăрта шкулсенче, ача сачĕсенче калаçусем йĕркелерĕç, кинофильмсем курчĕç, викторинăсем пулчĕç.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пушарсен 10-14 проценчĕ ачасен айăпĕпе тухать. Вĕсем чылай чухне шăрпăкпа выляççĕ. Е тата аслисем электроприборсене, плиткăсене розеткăран кăларма манаççĕ. Килте ачасене хăйсем тĕллĕн хăварма тăрăшмалла мар. Ун пек чухне вара шăрпăксене вĕсем алăпа кармашса илеймен вырăна хумалла. Электроприборсене, газ плитине тытма юраманни çинчен асăрхаттарсах тăмалла. Вутпа выляни пысăк инкек патне илсе пыма пултарни пирки куллен каласах, ăнлантарсах тăмалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2010
00:00
Поделиться