Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрман тăшманĕ–вут-кăвар

Вăрман – пурнăç çăл куçĕ, çут çанталăкăн аслă пуянлăхĕ, этеме экологи хăрушлăхĕнчен сыхлаканĕ. Çавăнпа та унпа пĕлсе, перекетлĕ, хисеплесе усă курмалла. Анчах та унăн чи хăрушă тăшман пур. Вăл – вут-кăвар.

Чылай чухне вăрман пушарĕн сăлтавĕ унта пыракансен тирпейсĕрлĕхĕнчен килет.

Хальхи шăрăх çанталăк вăрмансенче пушар тухас хăрушлăха ÿстерчĕ. Çавна май хыр-чăрăш ÿснĕ çĕрте, торфлă вырăнсенче, вăрман каснă çÿп-çаплă вырăнсенче, типĕ курăк çывăхĕнче кăвайт чĕртме юрамасть. Ытти çĕрте чĕртес пулсан вучах тавра 0, 5 метр таран çунман япаласенчен тасатмалла. Кăвайта лайăх сÿнтермелле. Хăрушă вырăнсенче çутнă шăрпăк пĕрчи, пирус-сигарет тĕпĕ ан пăрахăр.

Вăрмана кайнă водительсен те асăрхануллă пулмалла. Автомобилĕн топливо тата чĕртекен хатĕрĕсем юсавсăр тăк вăрмана кĕме тăхтамалла. Пушар сÿнтермелли хатĕрсем кирлех (пуртă, кĕреçе, канистрпа шыв). Чарăннă вырăнта двигателе сÿнтермелле, çунакан шĕвекпе йĕпеннĕ çĕтĕк-çурăк пăрахни те хăрушă.

Туристсем, вăрмана уçăлас тĕллевпе кĕрекенсем те пушара хирĕçле йĕркене пăхăнмалла. Типĕ те çиллĕ çанталăкра кăвайт чĕртни, хут татăкĕсем, кĕленче савăт-сапа пăрахса хăварни пушар сăлтавĕсем пулма пултараççĕ. Кĕленче савăт е катăкĕ, сăмахран, лупа евĕр хĕвелпе чĕртесси инçех мар.

Сунарçăсен, пулăçăсен вăрманти хăрушсăрлăхшăн уйрăмах тăрăшмалла, мĕншĕн тесен пушар тискер кайăксене, пулăсене пĕтерме пултарать. Сунарçăсен патрон пыжне çунман япаларан тумалла.

Ача-пăча вăрмана кайсан вутпа ашкăнма юратать. Ачасем, апла ан хăтланăр. Вутăн алли ытла та вăрăм. Вăрман пушарĕ хăй хыççăн пĕр чĕрĕ япала та хăварманнине хăвăр ăша хывăр.

Енчен те вăрманта пушар хăрушлăхне асăрхасан Шăмăршă лесничествине 8-83546-2-35-81 телефонпа, Пăла участок лесничествине 8-83532-6-49-26 телефонпа, Турхан участок лесничествине 8-83532-6-84-37 телефонпа, пушар чаçне 01, милицие 02 телефонпа пĕлтерме васкăр.

Асра тытăр: вăрманти пушартан сыхланасси – кашни çын тивĕçĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2010
00:00
Поделиться