Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сумлă хăнасем Айхин тăван ялĕнче пулнă

Майăн 5-мĕшĕнче районта тĕнчипе паллă поэтăн Геннадий Айхин йăмăкĕсем Ева Лисина писатель-куçаруçă, Луиза Николаевна, Атнер Хусанкайпа мăшăрĕ, Д.Воробьев поэт-куçаруçă, Швецинчен, Норвегинчен килнĕ творчество ушкăнĕсем пулнă. Хăнасене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, “Çăкăр” музей директорĕ Э.Бахмисов кĕтсе илнĕ. Инçе çула çывăх туса Юхмапа Пăла тăрăхне килнĕ çыравçăсем чăн малтанах музейпа, Алексей Талвир писатель ячĕпе пулакан музей планĕпе паллашнă. Юлашкинчен творчество ушкăнĕ поэт çуралса ÿснĕ тăван ялĕнчи Çĕньял шкулĕнче пулнă, унăн вилтăпри çине кайса пуç тайнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2010
00:00
Поделиться