Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Цифрăсемпе фактсем

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Патăрьел районĕнчен 8377 çынна çар ретне илнĕ. Вĕсенчен 6034-шĕ çапăçура, сурансене пула вилнĕ, хыпарсăр çухалнă. 2010 çулхи майăн 5-мĕшĕ тĕлне районта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă 118 çын, 31 вилнĕ çар служащийĕн мăшăрĕ, каярах вилнĕ çар служащийĕсен 396 мăшăрĕ, 2114 тыл ĕçченĕ пурăнать.

Социаллă пулăшу уйрăмĕсем килте 114 çынна тивĕçтереççĕ, вăл шутра пĕр салтак арăмĕ, 14 тыл ĕçченĕ.

Районта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса 29 палăк, 13 обелиск лартнă, 4 асăну хăми уçнă. Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн вĕсене юсанă, тирпейленĕ, çĕнĕ сăн кĕртнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2010
00:00
Поделиться