Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ака уйăхĕ йĕкĕрешсене регистрациленипе вĕçленнĕ

Районти ЗАГС пайĕшĕн ака уйăхĕ ырă хыпарпа вĕçленнĕ. Кивĕ Ахпÿртре пурăнакан Игорь Юрьевичпа Лариса Владимировна Мальцевсен çемйине йĕкĕреш хĕрсем хутшăннă. Ашшĕпе амăшĕ чиперккесене сайра тĕл пулакан ят панă. Пĕри–Влада, тепри–Злата ятлă. Пĕчĕк йăмăкĕсемшĕн çичĕ çулти Юля тем пекех хĕпĕртенĕ.

Апрель уйăхĕнче районта 34 ача çуралнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çемьене йыш хушасси чакнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2010
00:00
Поделиться