Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулталăкри чи лайăх медицина сестри

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕ–Пĕтĕм тĕнчери медицина сестрисен кунĕ. Çак ятпа тата Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа районти культурăпа кану центрĕнче конкурс йĕркеленĕ. Çивĕч тупăшăва ултă медсестра хутшăннă. Сывлăх сиплевçисем конкурсра вăрçă темипе юрă юрланă, сценкăсем кăтартса панă, хăйсен професси ăсталăхĕпе паллаштарнă тата ытти те.

Конкурсра районти тĕп больницăри куç тухтăрĕ çумĕнче ĕçлекен медсестра Н.Спиридонова пĕрремĕш вырăн йышăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 мая 2010
00:00
Поделиться