Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта– культура министрĕ

Эрнекун Патăрьел районне Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Михайловна Лизакова килсе кайнă.

Малтанах Роза Михайловна район пуçлăхĕпе Николай Глуховпа тĕл пулнă. Калаçура Патăрьел районĕнче Республика кунне хатĕрленсе ирттерес ыйтăва сÿтсе явнă. Çавăн пекех уяв программипе паллашнă, мероприятисем ирттермелли вырăнсене палăртнă.

Культура министерстви представителĕсем “Солнечная” уçланкăра пулса курнă, сĕнÿсем панă. Республика кунĕн тĕп культура тата спорт мероприятийĕсем кунта иртмелле.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 мая 2010
00:00
Поделиться