Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Темиçе хутчен аманнă, çапах строя тăнă

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнине кĕтсе илекен ветерансем телейлĕ, ăраскаллă тесе калас килет. Шел, манăн мăшăрăм, Михаил Федорович Краснов, çак юбилейччен пурăнса çитеймерĕ, тăватă çул каялла çĕре кĕчĕ. Вăрçă суранĕсем сывлăхне тата ытларах хавшатрĕç пуль. Вăл темиçе хутчен амансан та ытти салтаксемпе пĕрле строя тăнă. Синкерлĕ, йывăр вăхăтсене сахал мар аса илетчĕ вăл. Вăрçă нушисем пирки мăнуксене те сахал мар каласа паратчĕ.

Первомайскинчи вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн вăл пĕр вăхăт Именкассинче учительте ĕçленĕ, мĕншĕн тесен вăйпитти вĕрентекенсене пурне те вăрçа илсе кайнă. Мишана та салтака кайма ят тухать.

– Сталинград хулишĕн çапăçнă вăхăтра пуç çийĕн пуля çумăр пек çăватчĕ. Салтаксем пĕрин хыççăн тепри вилетчĕç е аманса стройран тухатчĕç. Тăшман пульли мана та шыраса тупрĕ. Госпитальте сипленнĕ хыççăн каллех çапăçăва кĕтĕм. Дон юханшывĕ урлă каçнă чухне сывă юласса шутламан та. Эпир тунă сулăсене нимĕçсем бомба пăрахса çĕмĕрсе пĕтерчĕç. Кунта тата мĕн чухлĕ салтак путса вилмерĕ-ши! Чылайăшĕ шывпа юхса кайрĕ. Пире, аманнисене, каллех госпитале ăсатрĕç. Пурнас кунăм пулнах-тăр çав манăн, –аса илетчĕ вăл вăрçă вăхăтĕнчи йывăр самантсене.

Çартан 1947 çулта таврăннă хыççăн пурнăçа ăнăçлă йĕркелесе ярас тесе тăрăшнă. Партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Каярахпа райком инструкторĕнче те, “Герой” колхозăн парти организацийĕн секретарĕнче тата ытти яваплă ĕçсенче тăрăшнă. Кирек мĕнле ĕçре те тÿрĕ чунлă пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл халăхра та хисеплĕччĕ. Çĕнтерÿн 65 çулхи юбилейĕччен пурăнса çитеймерĕ вăл. Апла пулин те унăн хисеплĕ ячĕ, сумĕ пирĕнпе юнашарах.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2010
00:00
Поделиться