Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт хыпарĕсем

Шупашкарта Чăваш Республикин кубокĕшĕн велосипедистсем шоссепе чупнă. Хăйсен ушкăнĕсенче О. Терентьева (Н. Шăхаль), М. Егорова (Турхан) 1-мĕш вырăн йышăннă. С. Михайлова (Н. Шăхаль), Е. Григорьев (Н.Шăхаль) – 2-мĕш, П. Лябуков (Турхан) 3-мĕш вырăна тухнă. Командăна В. Афанасьевпа В. Макаров тренерсем хатĕрленĕ.

Шупашкарта 1995–96, 1993–94 çулсенче çуралнă хĕрачасем ирĕклĕ майпа кĕрешессипе вăй виçнĕ. Хăйсен виçинче Н. Чиркина (Сăкăт, тренерĕ В. Анюров) 3-мĕш вырăн йышăннă, Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекен А.Лисицынăпа (Сител) Д. Чинкина (Х. Пикшик) – 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене .

Канаш районĕнче çуркуннехи çăмăл атлетика кросĕ иртнĕ. Унта Турхан шкулĕнчи 7-мĕш класри Д. Ларкузов (тренерĕ – В. Осипова) 3-мĕш вăхăт кăтартнă. К. Филипповăпа В. Едифанов (Н. Шăхальсем), А. Прокопьева (Ишлĕ шкулĕ) 4-мĕш вырăнсене йышăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2010
00:00
Поделиться