Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăрантарать юрра Алина

Тури Тăрмăш хĕрĕ вăл. Турханти шкулта вĕреннĕ, 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищине кĕнĕ. Халĕ эстрадăпа джаз уйрăмĕнчи иккĕмĕш курсра вĕренет.

Пĕчĕк чухнех Алина юрлама юратнă, сцена çинче хăйĕн уçă сассипе куракансене тыткăнлать. Шкулти концертсене, районти тĕрлĕ конкурса, фестивале хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне Патăрьелĕнче иртнĕ “Восходящие звезды” фестивальте “Гран-при” илме тивĕçет. Республикăра ирттерекен конкурссене те хутшăнма вăхăт тупать. “Путене” фестивальрен лауреат пулса таврăнать. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне хĕрача эстрада юррисен конкурсĕнче II степеньлĕ лауреат ятне илет, Кивĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан В.Рыбкин йĕркеленĕ “Хавас чуччу” передачăна хутшăнать, телевиденипе вăл юрланине пĕрле вĕренекенсем, тăванĕсем, ял халăхĕ итлесе савăнать. “Патăрьел хĕлĕ” конкурсра та А. Кудрявцева пĕрремĕш вырăна тивĕçет. Унăн çĕнĕ юррисем В. Тимофеев ертсе пыракан “Хит-парад” передачăра сахал мар янăранă. М. Семенов ячĕпе регионсем хушшинче иртнĕ эстрада юррисен “Асамат кĕперĕ” фестивалĕн çĕнтерÿçи Алина. “Кĕмĕл сасă” фестивальте тĕрлĕ регионти 23 юрăç тупăшаççĕ. Пирĕн район хĕрĕ Алина В.Рыбкин сăввипе С.Марков кĕвĕленĕ “Чăвашлăха упрар, тăвансем” юрра чăваш тумĕпе тухса шăрантарса парать. II степеньлĕ лауреат ятне илет, парнене тивĕçет. “Урмай моны” конкурсра III степеньлĕ лауреат пулса тăрать. Алинăна Чăваш наци конгресĕнче ĕçлекенсем республикăра иртекен “Чăваш пики” конкурса хутшăнма сĕнеççĕ. Вуникĕ районтан çамрăк хĕрсем пуçтарăнаççĕ кунта. Ăслăлăх конкурсĕнче, кĕске вăхăтра сăвă çырса, пултарулăха кăтартса, чăваш апачĕ пĕçерсе, кĕвентепе шыв йăтса, чăваш тумĕпе, бал кĕпипе тухса ăмăртаççĕ пикесем. “Хÿхĕм пике” номинацире çĕнтерет.

Алина музыка училищинче иртекен мероприятисене те активлă хутшăнать. “Конкурссенче, фестивальсенче çĕнтерме мана аттепе анне нумай пулăшаççĕ. Çĕнĕ юрăсем çыртарма, юрлама тухма тĕрлĕ тумтире илме хавхалантараççĕ”, – тет Алина. Хăйĕн ватă асламăшне мухтать. Вăрçă ветеранĕ, салтак арăмĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕ ĕçе кайсан Алинăна пĕчĕк чухне вăл пăхнă, ăна юрлама вĕрентнĕ. Асламăшĕ халĕ те юрлама юратать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2010
00:00
Поделиться