Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хваттер илме –сертификат

“Ветерансем çинчен” федераллă саккунпа килĕшÿллĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, вилнĕ вăрçă инваличĕсемпе вăрçă участникĕсен çемье членĕсене пурăнмалли вырăн условийĕсене лайăхлатма пулăшаççĕ. Ку енĕпе районта нушаллисене хваттер илмелли социаллă тÿлев правин свидетельствисене пачĕç. Сăмах строительство тумалăх е туянмалăх пĕр хут паракан укçа пирки пырать.

Пурĕ çак кун Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 12 инваличĕ, вилнĕ вăрçă участникĕсен 18 мăшăрĕ алла свидетельствăсем илчĕç.

Мероприятие Патăрьел район пуçлăхĕн çумĕ – строительство тата обществăллă инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ И.Дикин, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ф. Майорова хутшăнчĕç. Ф. Майорова укçа илмелли йĕркепе, Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă ятпа туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ.

И. Дикин вăрçăри паттăрлăхшăн, тылри хастарлăхшăн тав турĕ, сертификат- свидетельствăсем пачĕ, ыйтусене хуравларĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2010
00:00
Поделиться