Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрарăмшăн медаль чыс та, хисеп те

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕç паттăрĕсем сахал мар. Хăйсен тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе патшалăх наградисене тивĕçнисем районта кашни ялтах пур темелле. Хăш-пĕр ялсенче çав хисепе çĕнсе илнисем темиçен те. Именкассинче вара “Ĕçре палăрнăшăн” медальпе чысланă çын пĕртен пĕрре çеç-мĕн. Е.Исаева тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра ĕçленĕ. Сакăр ача амăшĕ ватлăхра та хуçалăхри ĕçсене хутшăнма пăрахман. Хĕрарăмшăн çак медаль пысăк чыс, хисеп, унăн ĕçне тивĕçлипе хак пани. Уншăн кинемей паянхи кун та хĕпĕртет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2010
00:00
Поделиться