Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чунĕпе канăçсăр, ĕçĕпе маттур

Кашни çыннăнах хăйĕн ачалăхĕнче асра юлнă самантсем пур. Галина Тихоновнăн та ун пеккисем пулман мар. Çĕнĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕскер пĕчĕккĕллех амăшĕпе пĕрле колхоз хирне утнă. Анлă уй-хир, фермăсенчи выльăх-чĕрлĕх илĕртнĕ ăна. Çичĕ пĕр тăванран çемьере улттăмĕш пулнă хĕрача. Агафия Прохоровнăпа Тихон Павлович ачисене мĕн пĕчĕкрен тăван çĕре юратма хăнăхтарнă. Галина та ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Ялта пытарса тăраймăн: япăххи те, лайăххи те куçкĕски çинчи пекех. Галина пирки вара хурласа калаймăн. Ĕçчен, маттур, коллективпа ял-йыш хисепне тивĕç пулнă.

Ялти шкулта сакăр класс пĕтерсенех ĕне ферминче ĕçлеме пуçланă хĕрача. Н. Колпаков заведующи, Елизавета Колпакова, Мария Урукова, Александра Суркова, Мария Океанова дояркăсем пулăшса, вĕрентсе пынипе ĕçе хăвăрт хăнăхнă. 16 ĕнене алăпа сума, паллах, çăмăл пулман. Апатне те валеçмелле, тислĕкне те хырмалла. Пур ĕçе те алă вĕççĕн тунă ун чухне. Кирек епле çанталăкра та – шапăртатса çумăр çăвать-и е çил-тăман вĕçтерет-и – фермăна çирĕм çул ытла утнă вăл. Никам та виçсе пăхман пулĕ вăл утса миçе çухрăм сукмак такăрлатнине. Ĕнесене лайăх пăхмалла, вăхăтра тăрантарса çирĕп кун йĕркипе сумалла, çавăнпа пĕрлех сывă пăрусем илсе çитĕнтермелле – ку вара сехет йĕппи шунă пекех, тĕп-тĕрĕс çирĕп графикпа тумалли ĕç.

Хастарлăхне пулах ăна 16 çул ĕне сунă хыççăн ферма заведующине лартнă. Пилĕк çул туртнă хĕрарăм çак йывăр лава. Кун ирттĕр те çĕр ирттĕр тесе пурăнман. Фермăри ĕнесем сĕт ÿстерсе пыни, тупăш лайăх хушăнса пыни савăнтарнă ăна. Мĕн те пулин пăтăрмах сиксе тухсан–уншăн айăплă-и, çук-и – пурпĕрех чунĕ ыратнă. Дояркăсен ĕçпе канăвне йĕркелеме пĕлнĕ, нушаллисене пулăшма тăрăшнă.

– Унпа ялан хаваслăччĕ. Çирĕп ыйтатчĕ, çав вăхăтрах шÿт тума та, кăмăла уçма та пĕлетчĕ. Нихăçан та пуçне усса, хуйхăрса çÿреместчĕ, – аса илеççĕ унпа пĕрле чылай çул ĕçленисем. Обществăлла ĕçсенчен те ютшăнман Галина Тихоновна. 15 çул районти халăх сучĕн заседателĕ, “Родина” колхоз правленийĕн членĕ те пулнă.

Пурнăçра Галина Тихоновна Лекареван савăнмалли те, кулянмалли те пайтах пулнă. 1974 çулта ялти ятлă каччăпа Валерий Николаевичпа мăшăрланнă. Çемйи пысăк пулнă вĕсен. Асли пулнăран уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрма тивнĕ.

– Виçĕ чÿречеллĕ кивĕ, пĕчĕк пÿрт туянтăмăр. Хуралтисем те çукчĕ. Юрать, мăшăрăм ĕçрен ÿркенменскер пулчĕ. Çĕнĕ кирпĕч çурт та лартрăмăр, çирĕп хуралтăсем те çавăртăмăр, – аса илсе каласа парать Галина Тихоновна.

Валерий Николаевичăн чăннипех те тума пĕлмен ĕçĕ те çук-тăр. Шофер, строитель, тракторист, ферма ĕçченĕ тата ытти те. Кăмăлĕ те лайăх унăн. Иккĕшĕ пĕрлешсен сакăр çултан Галинăн аппăшĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Пилĕк ачи тăлăха юлнă.

–Ачасене пĕр-пĕринчен уйăрмастпăр, хамăр пата илсе килетпĕр, – тенĕ Валерий. Çапла Лекаревсем çичĕ ачаллă пулса тăнă. Каярахпа хăйсен тепĕр ача çуралнă. Сакăр ачана пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Тăрантарнă, тумлантарнă, вĕрентнĕ, çиччĕшне мăшăрлантарнă, хваттер илме пулăшнă. Аппăшĕн ачисем Роза, Вадим, Василий, Алена Ленинградра тĕпленнĕ. Юрий Шупашкарта пурăнать. Хăйсем çуратнисем те професси илнĕ. Алексей – строитель. Андрей техникум пĕтернĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулинче ĕçлет. Наташа Шупашкарти Мускав районĕнчи суд приставĕнче тăрăшать. Саккăрăшĕ те тăван киле манмаççĕ, килсех çÿреççĕ.

Галина Тихоновнăпа Валерий Николаевич ватăлнă тăванĕсене те питĕ сума сăваççĕ, пулăшма ÿркенмеççĕ. Галинăн виçĕ сыпăкри Маюк аппăшне виçĕ çул хăйсем патĕнче пăхса пурăннă, вилсен те хăйсемех тирпейлесе пытарнă. Галина паралич çапнă амăшне те çулталăк ытла пăхнă.

Хăтлă çуртра халĕ Лекаревсем иккĕшех кун кунлаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Ывăлĕ-хĕрĕ валли аш-какай, компот-варени, тĕрлĕ салат янтăлаççĕ. Вĕсен сакăр мăнук. Çулла çурт ача-пăча сассипе тулать.

Утмăла çывхарать пулин те Г.Лекареван пичĕ ăшă кулăпа çиçет. Ку вăл унăн телей палли. Çак кулăра ял-йыш хисепĕ, тăван кĕтесре, ĕçре, çемьере тупнă телей, савăнăç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2010
00:00
Поделиться