Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çуркуннехи кросс

Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта çуркуннехи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа кросс иртрĕ. 2-4-мĕш классенче вĕренекенсенчен И. Семеновăпа О Краснов çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. 5-7-мĕш классем хушшинче А. Едифановпа А. Васильева палăрчĕç. Çиччĕмĕшĕнчи А. Никифорова аслăраххисенчен те иртсе мала тухрĕ. Арçын ачасенчен О. Краснов финиша пĕрремĕш кĕчĕ.

Ăмăрту çĕнтерÿçисене унччен музыка учителĕнче ĕçленĕ В. Кабаев парнесемпе хавхалантарчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2010
00:00
Поделиться