Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерÿ уявне халалласа

Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа коллективсенче çулталăк пуçланнăранпах тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ. Çак кунсенче, акă, Турханти психоневрологи интернатĕнче “Çĕнтерÿ салючĕ” ятпа фестиваль-концерт ирттернĕ. 60 яхăн çын хутшăннă унта. Фестивальте вăрçă темипе çырнă юрăсем пĕрин хыççăн тепри янăранă. Арçынсенчен уйрăммăн тата мĕнпур работниксенчен йĕркеленĕ хорсен ушкăнĕсем юрăсене мăнаçлăн шăрантарнă. Фестиваль-концерт хавас кăмăлпа иртнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2010
00:00
Поделиться