Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкулта телестуди ĕçлет

Çакнашкалли районта та пĕрре çеç. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вăл. Оборудованисене, кирлĕ аппаратурăна туянмашкăн укçи-тенки пĕлĕтрен татăлса аннă евĕрех пулнă. Анчах уншăн сахал мар ĕçленĕ. Раççей шайĕнчи конкурса хутшăннă. “Шкул – ял аталанăвĕн социаллă-культурăллă центрĕ” проект хатĕрленĕ вĕсем, гранта тивĕçнĕ. Ĕçре педагогсем сахал мар вăй хунă. Проект ертÿçи – Л. Узбекова вĕрентекен.

Шкулта 365 ача вĕренет. Педагогсем 43. Проекта хатĕрленĕ май тĕрлĕ енлĕ ĕç тунă. Шырав-тĕпчев ĕçне явăçнă. Икĕ брошюра кăларнă. Пĕрне ялти паллă çынсене халалланă. Тепĕрне наука, тĕпчев, ăслăлăх конференцине хутшăннă ĕçсене кĕртнĕ.

Ĕç малалла та пырать. Вĕренекенсем тĕпчев ĕçĕпе Хусанта иртекен регионсем хушшинчи вулавсене хутшăнма хатĕрленнĕ. Унта А. Абитов, Р. Валитов, Л.Шапка, А.Валитов, А.Абейдуллова, Г.Чукмаева, И.Билалова кайма тивĕç пулнă.

Наци йăли-йĕркине тытса пырассине мала хураççĕ. Ташăçăсен “Биляр” ушкăнĕ çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Регионсем хушшинчи фестиваль-конкурсран та дипломпа таврăнчĕ.

Телестудире ĕçлемешкĕн яваплисене çирĕплетнĕ. Редакци коллегийĕнче 10 вĕренекен ытла. Шкулти кашни мероприятине ÿкереççĕ вĕсем. Тирпейлеççĕ, унтан кино евĕр хатĕрлеççĕ. Паян, ыран тата вунă çултан пăхма мĕн тери лайăх. Кирек хăшĕ те историшĕн юлать. Тепĕр ырă ен те пур. Профориентаци ĕçĕ пырать. Тĕл пулăва тĕрлĕ професси çыннисене чĕнеççĕ. Вĕсене ÿкереççĕ. Юрист-и вăл, педагог-и. Вĕсен аса илĕвĕсене, ĕçĕпе паллаштарнине кирек хăш урокра та пăхма пулать.

Юбилярсене чысланине ÿкерни те хисеплĕ. Ку енĕпе конкурссене те хутшăнаççĕ. Районта ирттернĕ “Вĕрентекен, сан ятупа” ятлă пĕрремĕш турта çĕнтерÿçĕ пулчĕç. Ĕçе республика шайне тăратма тивĕçрĕç.

Ĕçлес тесен ĕçлемелĕх пур. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Ветеран-педагог çинчен хатĕрленĕ материал та призлă вырăна тивĕçнĕ.

Музей ĕçне халăх умне кăларни те вырăнлă. Вăл экспонатсемпе пуянлансах пырать. Фронтран килнĕ виç кĕтеслĕ çырусене те упраççĕ кунта. Вĕсене И.Абдулвалеев 1941 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи июньччен мăшăрĕ патне çырнă пулнă: фронтри ĕçсене çутатнă. Икĕ уйăхра юлнă хĕрне лайăх пăхса ÿстерме ыйтнă. Анчах паттăра тăван яла таврăнма пÿрмен.

2009 çулччен упранă вĕсене арăмĕ. Вилес умĕн вара шкула парса хăварнă.

Кашни ĕçшĕн явапли пур шкулта. Музей истори учителĕ Ф. Хафизова çинче тăрать. Халĕ Фельсиня Шевкетовна хăй те пуçĕпех шырав-тĕпчев ĕçне кÿлĕннĕ тесен те тĕрĕсех пуль.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 апреля 2010
00:00
Поделиться