Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăçал Мендельсон маршĕ çĕрмĕш хут янăранă (

Иртнĕ шăматкун районти Çырăнтару керменĕнче çĕрмĕш хут Мендельсон маршĕ янăранă. Çак телейлĕ саманта Шупашкарта пурăнакан Дмитрий Куторкинпа Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Ольга Афанасьева тивĕçнĕ. Çамрăксене пурнăçри чи асра юлакан самантпа район пуçлăхĕ Н.Глухов саламланă, çĕнĕ çемьене пысăк ăнăçу, килĕшÿ, телей, юрату суннă.

Çак кунхинех Çĕньялти К.Езюковпа Именкассинчи А.Квасова, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Ю.Лепешкинпа Патăрьелĕнчи М.Васильева, Патăрьелĕнчи А.Каримовпа Чĕмпĕр облаçĕнчи И.Нянькина, Патăрьелĕнчи В.Ивановпа Муркаш районĕнчи Е.Александрова çĕнĕ çемье çавăрса общество умĕнче пысăк яваплăх илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 апреля 2010
00:00
Поделиться