Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фирдус Камалетдинов урамĕ йывăçсемпе капăрланĕ

Хирти Пикшикри Фирдус Камалетдинов ячĕллĕ урам тепĕр темиçе çултан тĕрлĕрен йывăçпа тата ытларах капăрланĕ. Чечня вăрçин синкерлĕхне пула çамрăклăхне татнă паттăр салтака асра тытса çĕнĕ урама унăн ятне панă. Çак кунсенче вара ял халăхĕпе çамрăк спортсменсем Фирдусăн çывăх тăванĕсем тăрăшнипе тата çине тăнипе урамăн икĕ енĕпе 430 тĕп йывăç лартнă.

– Пирĕн ывăлăмăра çапла сума сунăшăн эпир пурин умĕнче те пуç таятпăр, -тет кăмăллăн çак ĕçе йĕркелеме чылай пулăшнă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Абдулла Минзарифович.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 апреля 2010
00:00
Поделиться