Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Анатолий аттене персе вĕлернĕ

Шăматкун, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, 16.00 сехет тĕлнелле Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешри Николай святитель ячĕллĕ чиркÿ картишĕнче Шупашкарпа Чăваш Ен епархийĕн Кăнтăр V округĕн Благочиннăйне Анатолий протоиерее персе вĕлернĕ.

А. Сорокин çак прихута 1994 çултанпа ертсе пынă. Çав хушăрах Турра чунтан парăннă çыннăмăр Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державная чиркĕвне çĕклессипе ырми-канми тăрăшрĕ.

Тискер преступление тăвакана çийĕнчех тытса чарнă. Вăл 47 çулта, психика тĕлĕшĕнчен сывă мар çын.

Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Шупашкарпа Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава ячĕпе Хурлану çырăвĕ янă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 апреля 2010
00:00
Поделиться