Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулталăк учителĕ–Тутар Сăкăтĕнчен

Ака 21–22-мĕшĕсенче Шăнкăртамри тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсенче “Çулталăк учителĕ–2010” районти конкурс иртнĕ. Педагогсем унта пилĕк номинацире хутшăннă:методика семинарĕ, вĕрентÿ занятийĕ, класс сехечĕ, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ, педагогсен канашĕ.

Çулталăк учителĕ ятне илессишĕн пынă çивĕч тупăшура Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти аслă категориллĕ учительница Г.Сабитова çĕнтернĕ, район пуçлăхĕн премине илме тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 апреля 2010
00:00
Поделиться