Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çырава пысăк хастарлăхпа хатĕрленсе ирттерер

Кăçалхи октябрĕн 14–25 –мĕшĕсенче–Раççей шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти–халăх çыравĕ пулать. Халăх çыравне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кирлĕ шайра ирттерме районта, ял тăрăхĕсенче комиссисем туса хунă. Вĕсем мероприятисене, ларусене ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыраççĕ.

Иртнĕ çул районта кашни ялтах çуртсен списокĕсене туса пĕтернĕ, урам ячĕсене икĕ чĕлхепе–чăвашла тата вырăсла çырнă. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне вырăнсенче адреслă хуçалăха йĕркене кĕртессипе пысăк кăлтăксем, пăтăрмахсем çук. Районĕпе мĕнпурĕ 453 урам, 13987 хуçалăх. Вĕсенче пуринче те çырав требованийĕсемпе килĕшÿллĕн адрессене кирлĕ пек йĕркелесе çитернĕ.

Çак кунсенче эпир шăпах вырăнсенче çырав тапхăрне хатĕрленнипе, адреслă хуçалăха мĕнле йĕркене кĕртнипе, çыравçăсене кирлĕ пек ĕçлеме тивĕçлĕ услови туса панипе кăсăкланса Алманчă, Кзыл Чишма, Тутар Сăкăт, Сăкăт ял тăрăхĕсенче пултăмăр.

Районĕпе çичĕ çырав участокĕ. Маларах асăннисем пурте пĕрремĕш участока кĕреççĕ. Вĕсенче тăватă инструктор участокĕ пур. Кашнийĕнчех халăхпа ĕçлекен 3-4 çыравçă пулĕ. Кунта çакна та палăртса хăварни вырăнлă. Çак яваплă ĕçе чăн малтанах маларахри çыравсене хутшăнса курнисене, регистраторта ĕçленисене явăçтараççĕ. Вĕсен кашнинех 300–450 çынран тĕрлĕ ыйтусен хуравĕсене çырса илмелле. Халăхра тĕрлĕрен сас-хура çÿрет. Ăна ĕненмелле мар. Çыравçă ыйтса çырнисем нимĕнле налук органне те каймаççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе чуна уçса калаçни хамăрăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма, халăхăн социаллă пурнăçне, демографи лару-тăрăвне тĕрĕс хак пама çеç пулăшĕ.

Çыравçăсем кашни киле çÿренисĕр пуçне пĕрремĕш участокра Кзыл Чишмапа Сăкăтра стационарлă участоксем те пулĕç. Кăмăл пуррисем хăйсем тĕллĕнех унта çитсе кăтартусене çыртарма пултараççĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче Алманчăри 13, Сăкăтри 24, Кзыл Чишмари 10, Чĕпкасри 1, Красномайскинчи 6, Тутар Сăкăтĕнчи 6 урама çитсе адреслă хуçалăх йĕркелĕхĕпе паллашрăмăр, ял тăрăх пуçлăхĕсене урам ячĕсене, çурт номерĕсене сăн кĕртме асăрхаттарса хăвартăмăр, халăха çырав пĕлтерĕшĕ, хакĕ пирки ытларах ăнлантару информацине çитермеллине, ятарлă стендсене пуянлатмаллине тимлеме сĕнтĕмĕр.

Çакнашкал тĕрĕслевсем малашне ытти участоксенче те пулĕç.

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 апреля 2010
00:00
Поделиться